Чăваш наци пĕрлĕхĕ
Чăваш наци пĕрлĕхĕ — 1-мĕш мĕнпур чăваш наци съездĕнче 1917 çулта çĕртмен 28-мĕшĕнче тунă организаци[1][2].
Истори
тӳрлетСъезд ЧНП уставне йышăннă, ертсе пыракан органĕсене — правленипе ревизи комиссине — суйланă. Правлени йышне малтан В.Н. Орлов, В.А. Никаноров, Я.З. Захаров тата С.М. Максимов пайташсем, Н.Ф. Некрасов тата В.Н. Никифоров кандидатсем, ревизи комиссине А.Г. Григорьева, С.А. Акимов, И.Д. Доримедонтова пайташсем, Н.Я. Яковлева кандидат кĕнĕ.
Атăлçи вак халăхĕсен 2-мĕш съездĕнче (1917 çул, çурлан 1–4 мĕшĕсем) ЧНП правленине çĕнĕ йыша суйланă. Унта А.В. Васильев (председатель), Г.Ф. Алюнов, И.В. Васильев, Н.В. Никольский, А.Г. Гаврилова (секретарь), А.В. Рекеев кĕнĕ. Кандидатсем — И.С. Баймеков тата В.И. Эсливанов усламçăсем.
Организацире ытларах сылтăм эсер шухăшĕсем хуçаланнă. Чăвашсем хушштнче культурăпа çутĕç ĕçне тăвакан ЧНП кĕçех чи кирлĕ ыйтусене — çав шутра пĕрлĕх тата политика шайĕнчисене — уçса хускатма тытăннă. Политикăри тĕллевĕсем: Йĕркеленӳ пухăвĕ халăх влаçĕ çинче тăракан çĕнĕ патшалăх йĕркелĕхне туса хуриччен пĕрлĕх элчисен патшалăх тата пĕрлĕх тĕрлĕ организацисен ĕçне хутшăнса Вăхăтлă правительствăна пулăшса пымалла, чăваш халăхне политика енчен ăс-тăн памалла.
Культурăпа çутĕç сферинче ЧНП чăвашсем хушшинче пĕлӳ илессине аталантарма, вĕренӳпе çутĕç ĕç-пуçне ертсе пымашкăн тĕп администраци органне йĕркелеме, чăвашсене валли ятарлă вĕренӳ шкулĕсене, чăваш наци музейне никĕслеме, халăхăн чун-чĕмне тĕнпе мораль енчен витерме тăрăшнă.
Чĕмпĕр, Самар, Ĕпхӳ тата Ăренпур кĕпернисен центрĕсенче, Шупашкар, Çĕрпӳ, Пăва, Теччĕ, Пелепей, Чистай, Çтерлĕ, Пĕкĕлме, Злотоуст уес хулисенче тата урăх вырăнсенче филиалĕсем пуррипе чăваш социумĕнче ЧНП питĕ сĕмлĕ пĕрлĕх-политика хăвăчĕ пулса тăнă. 1917 çулхи çурлан 10-мĕшĕнче «Хыпар» хыпар хаçат халăха Йĕркеленӳ пухăвне хатĕрлеме тытăнать, нацирен кандидатсен ят-йышне пуçтарать, авăн уйăхĕнче 2-мĕш мĕнпур чăваш наци съездне пухать.
Пĕрлĕх вăйĕсем пĕр-пĕринчен питĕ аякра пулнăран, сулахай эсерсемпе большевиксем хăват пухнипе, 1918 çӳлхи нарăс уйăхĕнче пичет органĕсене хупнăран ЧНП пĕрлĕх-политика ролĕ чакать. Граждан вăрçи пуçлансан ЧНП етӳçисем советсене хирĕçле тăраççĕ. РСФСР Националлĕхсен ĕçĕсен çумĕнчи Чăваш уйрăмĕн 1918 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнчи тапачĕпе Чăваш Наци Пĕрлĕхне тата унăн филиалĕсене салатса янă; ЧНП хăшпĕр ертӳçисемпе хастаррисене аресленĕ.
Литература
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ [http://www.chnmuseum.ru/index.php?id=1404&Itemid=163&option=com_content&view=article Исторические предпосылки становления чувашской национальной государственности]