Чăрăш кукăрсăмси
Чăрăш кукăрсăмси - пысăкăшпе çерçи пекрех. Чăрăшлăхсенче, чăрăш нумай ӳсекен лаптăксенче вырнаçать. Çăмартсем (2-5) шупка симĕс, тĕттĕм пăнчăсемлĕ. Йăвине раштав уйăхĕнчех çавăрма пултарать. Чĕпписем нарăспа пуш уйăхĕсенче тухаççĕ. Йăва ăшă пирки амăшĕ вĕсене час-часах пăрахса хăварма пултарать. Чĕпписем 50 куна çитмесĕр те хăйсем тĕллĕн апатланма пултараймаççĕ - сăмсисем вĕсен çав вăхăта кăна кукăрăлса хĕресленсе çитеççĕ. Пирĕн патăртан ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Йышĕпе вĕсем яланах çителĕклĕ пулнă, хальхи вăхăтра та вĕсен йышĕ пĕр пекрех тăрать.
Каçăсем
тӳрлет- Чăрăш кукăрсăмси «Экосистема®» сайчĕ çинче]
- Кукăрсăмссем «Zooclub.com.ua сайчĕ çинче]
- Чăрăш кукăрсăмси 2005 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. «АиФ Детской Энциклопедии» — в выпуске «Птицы России» 2005 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. (№ 02 (100) от 01.03.2004)