Чăпар шăна кайăкĕ
Чăпар шăна кайăкĕ (выр. Мухоловка-пеструшка) - [1], хура пуçлă шăна кайăкĕ е хурăн кайăкĕ[2] (лат. Ficedula hypoleuca) — шăна тытаканнисен (Muscicapidae) йышĕнчи юрлакан вĕçен кайăк.
Çулçăллă тата хутăш вăрмансенче пурăнать. Çăмартисем (5-7) кăвакрах тĕслĕ. Ами чĕп кăларнă чухне аçи тепĕр мăшăр тупма пултарать. Анчах икĕ пусри чĕпсене ӳстерме те çине тăрса ĕçлет.
Кĕр енне вĕсем çырласем те çиеççĕ. Пирĕн тăрăха вĕсем ака уйăхĕн вĕçнелле килеççĕ, çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех вĕçсе кайма тытăнаççĕ. Авăн уйăхĕнче вĕсене курăнманпа пĕрех. Чăвашра шăна кайăкĕ йышĕпе сахалах мар.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетПысăкăшпе çерçирен пĕчĕкрех. Çитĕннĕ аçи хура-шурă, контрастлă.
Сасси
тӳрлетЮрри — «пичи-пичи-кули-личи» е «цитру-цитру-три-крути-три» чĕвĕлтетни, «пии» тесе хыттăн кăшкăрать. Кĕскенрех «винь-винь» тесе, кайăк вăхăтран вăхăта хăвăрттăн çунатсене çапса ерипен хӳрине çӳле-аяла сиктерет.
Ареалĕ
тӳрлетЧăпар шăна кайăкĕ Европăри вăрмансенче тата материк çумĕнчи утравсенче, Анăç Çĕпĕрĕн вăта пайĕсенче, çаплах Çурçĕр Африкăра тĕл пулать. Çурçĕр Африкăра тата тропикре хĕл каçать. Хутăш тата çулçăллă вăрмансенче йăва çавăрать, ытларах çутă та сайра катасене, вăрман хĕррисене, хăвăллă ватă йывăç садсене, çаплах ăвăспа хура çирĕклĕ вăрман пайрамĕсене, кăмăллать.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Бёме Р. Л., Флинт В. Е. Пятиязычный словарь названий животных. Птицы. Латынь, вырăс, акăлчан, нимĕç, франс / В. Е. Соколов академик редакципе. — М.: Рус. яз., «РУССО», 1994. — 2030 экз. — ISBN 5-200-00643-0
- ^ Березовка, птицы // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
Каçăсем
тӳрлет- Журнал общей биологии: Разнообразие свадебных нарядов мухоловки-пеструшки по-прежнему ждет объяснения
- Позвоночные животные России: Мухоловка-пеструшка(ĕçлемен каçă)
- Березовка, птицы // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.