Чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕ
Чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕ (каярахпа: Чăваш халăх вĕрентĕвĕн ĕслевлĕхлĕ институчĕ, кĕскен Чувино (малтан) тата Чуприно), — Чĕмпĕр хулинче 1920-1923-мĕш çулсенче ĕçленĕ аслă шкул. Ăна ятарласа чăвашсем валли уçнă историри пĕрремĕш аслă шкул теме пулать.
Чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕ | |
---|---|
(Чувино (каярахпа: Чуприно)) | |
Тăван çĕлĕк | Чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕ |
Малтанхи ят | Чĕмпĕрти чăваш 3 çуллăх педагогика курсĕсем |
Никĕсленĕ çул | 1920 |
Тĕс | институт |
Студентсем | 122 студент (1921-мĕш çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне) |
Профессорсем | Яковлев Алексей Иванович |
Юридици адресĕ | Чĕмпĕр хули |
Сайт | пулман |
Ку вĕрентÿ тытăмне Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ, çавăнпа та ăна çавăн историйĕнчи пулăм пек хакаламалла. Аслă шкул ятне (статусне) илнине хайхи Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ хăйĕн кунçулĕнче чи çÿллĕ тÿпене çĕкленни темелле.
Истори
тӳрлетУмистори
тӳрлет1919-мĕш çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулне Чĕмпĕрти чăваш 3 çуллăх педагогика курсĕсем туса хунă. Вăл çак статуспа 1920-мĕш çулхи сентябрĕн 1-мешĕнчен тăнă. Асăннă тапхăра Чĕмпĕрти чăваш халăх вĕрентĕвĕн институчĕн умисторийĕ темелле.
Факультетсем
тӳрлет1920-1921-мĕш çулсенче
тӳрлет- 1-мĕш сыпăкри шкулсем валли вĕрентевçĕсем хатĕрлекен факультет (58 студент)
- 1-мĕш сыпăкри шкулсем валли вĕрентевçĕсем хатĕрлекен факультет (22 студент)
1921-мĕш çултан пуçласа
тӳрлет- Шкул çулне çитменхисен вĕрентевçисен уйрăмĕ
- Шкул вĕрентевçисен уйрăмĕ
- Чăваш пĕлĕвĕн уйрăмĕ
Вĕрентекенсем
тӳрлетАслă шкула йĕркелеме И.Я.Яковлев ывăлне Яковлев Алексей Иванович профессора чĕнсе илнĕ. Анчах та вăл чăннипе институтăн ректорĕ пулман пулмалла. Ректор пулма вырăнти (Чĕмперти) влаçсем çирĕплетнĕ çын — И.К.Васильков.
1922-мĕш çулхи февралĕн 2-мĕшенчен институт тÿрреммĕн Чăваш автономийен Çутĕç халăх комиссариатне пăхăнма пуçлать. Вара Шупашкартан ректор пулма И.Н. Яштайкина яраççĕ.
Ытти вĕрентекенсем:
- Н.И. Ашмарин,
- С.А. Акимов,
- Ф.Т. Тимофеев Тимухха Хĕветĕрĕ,
- С.М. Максимов
- Яквлева Ольга Петровна, А.И. Яковлева арăмĕ, хранццус чĕлхине вĕрентнĕ.
- Колосов,
- Орлов,
- Степанов
Урăх ĕçлевçĕсем:
- Яковлева Екатерина Алексеевна ( А.И.Яковлев амăшĕ, И.Я. Яковлев арăмĕ, О.П.Яковлева пăянамăшĕ) — фельдшер ĕçĕсене туса пынă. Каярахпа институт çумĕнчи интернат ертÿçи.
Каçăсем
тӳрлет- Александров Г.А. ЧУВАШСКИЙ ИНСТИТУТ НАРОДНОГО ОБРАЗОВАНИЯ — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- Деятельность А.И. Яковлева в Симбирском чувашском институте народного образования (1920-1922 гг.) 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. — Чăваш республикин патшалăх истори архивĕн сайчĕ.
- Этем ырă ăсĕпе 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ..
- В. В. Алексеев, О. И. Ефимов, Д. Е. Иванов, М. Б. Кожанова, Т. Н. Петрова, Л. Б. Пастухова ЧГПУ ИМ. И. Я. ЯКОВЛЕВА: ОСНОВНЫЕ ИТОГИ И ТЕНДЕНЦИИ РАЗВИТИЯ — Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И.Я. Яковлева 2015
- С 1943г. - Чувашское педагогическое училище Ульяновского областного отдела народного образования г.Ульяновск Ульяновской области В 1956г. - училище закрыто 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕр облаçĕн патшалăх архивĕн сайчĕ.