Яштайкин Илья Николаевич

Яштайкин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Илья Николаевич Яштайкин (1882-1966) — фиологи ăслăхĕсен кандидачĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1944), Чăваш Енĕн пĕрремĕш çутĕç министăрĕ, облĕçтăвкомĕн çутĕç пайĕн пуçлăхĕ[1].

Яштайкин Илья Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1882, çурла, 1
Çуралнă вырăн: Шĕмшеш ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1966, юпа, 29
Вилнĕ вырăн: Переделкино ялĕ, Ленин районĕ, Мускав облаçĕ, РСФСР, СССР
Ăсчах степенĕ: филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
Альма-матер: Варшава университечĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

1882 çулта Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ Шĕмшеш ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1912 çулта Варшава университетĕнчен вĕренсе магистр пулса тухнă. Тепĕр çултан (1913) унта аслă педагогика курсĕсене пĕтернĕ.

1913-14 çулсенче Аçтăрханри реал училищинче, 1914-18 çулсенче Ленкоранри арçын гимназинче вĕрентнĕ.

1918-20 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри вĕрентӳçĕсен семинаринче директор пулса ĕçленĕ.

1920-22 çулсенче Чăваш Автономи Облаçĕн Халăх çӳтĕçĕн ертӳçи. 1922-24 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш педагогика институчĕн ректорĕ тата çумĕнчи ялхуçалăх техникумĕн ертӳçи.

1924 çулта Чăваш Автономи облаçĕн Рабочи-хресчен инспекцине ертсе пынă. 1925-26 çулсенче РКИ халкомĕн çумĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Ялав, 67-мĕш стр., Шупашкар, 1997, çĕртме.

Асăрхавсем

тӳрлет