Чăваш Ен пуç хулине суйлани

Чăваш Ен пуç хулине суйлани. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче, Раççейри революцисем хыççăн, Чăваш халăхĕн наццилле-территорилле тытăмне туса хурассин ыйтăвĕсем çуралма пуçласан, тĕп хула пирки те, паллах, шухăшлама пуçланă. Апла-капла шутланă хыççăн Шупашкар çинче чарăнса тăнă. Паянхи кунчченех çакăн пек пырать. Анчах та ку ыйтăвăн хăйĕн историйĕ те пур. Брокгаузпа Эфронăн патша саманинчех тухнă сăмахсарĕнче çапла çырнă[1]:

Чăваш Ен тĕп хули пулса тăнă Шупашкар. XX ĕмĕр пуçламăшĕ. Н. П. Ефремов купса çурчĕ. Унта 1920-мĕш çулта тин çеç йĕркеленнĕ Чăваш автономийĕн ревкомĕ ĕçлеме пуçланă

Ч<ебоксары> (по-чувашски - "Чуксар-город") и называются нередко в шутку "столицей чуваш". <Куçару: Шупашкара (чăвашла "Чуксар-город"[2]) ĕнтĕ хăш чухне шÿтле майпа «чăвашсен тĕпхули» те теççĕ (выр.)>

РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариачĕ патне çав наркоматăн пĕр сыпăкĕ пулса тăракан Чăваш Уйрăмĕ 1920-мĕш çулхи январĕн 3-мĕшĕнче тăратнă «Кĕске пĕлтеревре» Чăваш Ĕç Коммунине туса хурассин проектне тăратнă. Проектлакан тытăмăн тĕп хули Шăхран (халĕ Канаш) пулмалла тенĕ[3]. Проект пурнăçа кĕреймен, çапла вара Канаш та Чăваш Енĕн тĕп хули пулса тăрайман.

Тата тепĕр кăсăклă сюжет — Чĕмпĕр хулине Чăваш Ен тĕп хули тума хăтланса пăхни. Совет патшалăхне никĕсленĕ В. И. Ленин та çавнашкал сĕнÿ панă теççĕ. Ăçтан пĕлетпĕр-ха эпир çакна? Чи паллă çăлкуçсенчен пĕри — 1924-мĕш çулхи документ[4].

Канаш (1920-мĕш çул тĕлне Шăхран тенĕ). Малти планри çурт XX ĕмĕр пусламăшĕнче те пулнă

Вопрос об образовании Автономной Чувашской Социалистической Советской Республики с центром в г. Симбирске впервые был поднят на заседании Совета Народных Комиссаров, когда обсуждался вопрос об организации Чувашской области <Куçару: Чĕмпĕр тĕп хулаллă Автономилле Чăваш Социализмла Совет республикине туса хурас ыйтăва чăн малтан В.И. Ленин, Чăваш облаçне тăвас ыйтăва тапратнă чухне, Халăх комиссариачĕсен канашĕн ларăвĕнче çĕкленĕ>

Мĕтри Юман 1934-мĕш çулта çырнă çыруран[5]:

Чӑваш автономилле облаҫне туса хурсан работниксенчен нумайӑшӗ Пысӑк Чӑваш ҫӗршывне (центрӗ — Чӗмпӗр хулинче) туса хурас ӗмӗт-тӗллевпе ӑшталанса ҫӳрерӗҫ. Владимр Ильич ырланӑ тесе ӗнентерсех калатчӗҫ.

«Хушма вариант»

тӳрлет

Çапла вара, чăваш тĕп хули пулма Канаш (Шăхран), Шупашкар, Чĕмпĕр «хатĕрленнĕ» теме пулать. Анчах тепĕр вариант пирки те манса каймалла мар. Вăл — тĕп хулана пачах çĕнĕ вырăнта, нульрен тытăнса, туса лартасси. Кунакшкал вариант пирки И. С. Максимов-Кошкинский хăйĕн асаилĕвĕсенче çырса кăтартнă[6][7]

Мĕн пирки сăмах пырать-ха унта? 1918-мĕш çулта Д. С. Элмен хайпе пĕрле Мускава И. С. Максимов-Кошкинские ертсе кайнă. И. В. Сталин кабинетне кĕрсем тухмалла пулса тухать. Даниил Семёнович кĕрет, Иоаким Степанович «алкумĕнче», секретарь патĕнче юлать. Алăк уçă пулнипе, лере мĕн каланине пĕтĕмпех илтет.

"Тĕп хула тумаллăх пирĕн, чăвашсен, хула пекки те çук вĕт-ха," — тет Элмен. "Çук пулсан, Америкăри Вашингтон пек, çĕнĕрен хамăр туса лартатпăр," — тет Сталин, хуравласа.

Вуламалли

тӳрлет
  • Козлов, Фёдор. Главный город Чувашии мог быть совсем другим — Советская Чувашия. 6:40 25 Январь 2017 ç.
  • Изоркин, A.B. От зарождения идеи до образования автономии / A.B. Изоркин // Проблемы национального в развитии чувашского народа. — Чебоксары: ЧГИГН, 1999. С. 20 - 37.
 
Чĕмпĕр 1916-1920-мĕш çулсенче
  • История Чувашии новейшего времени. Кн. 1. 1917 1945. - Чебоксары: ЧГИГН, 2001.-262 с.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Ф.А.Брокгауз, И.А.Ефрон. Энциклопедический словарь
  2. ^ "Чуксар-город" тени, паллах, чăваш сăмахĕ мар.
  3. ^ Клементьев В. Н. ЧУВАШСКАЯ ТРУДОВАЯ КОМ­МУНА (ЧТК) — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  4. ^ К вопросу о расширении территории Чувашской Автономной области и преобразовании ее в Автономную Чувашскую Социалистическую Советскую Республику. - Чебоксары : издание Облисполкома АЧО, 1924. - 132, 2, [1] с. ; 26 см. - На правах рукописи. - 300 экз. .
  5. ^ Юман, Мĕтри. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997.
  6. ^ «Ялав», 1960, №4, с. 20
  7. ^ Щербаков, Сергей, истори ăславĕсен кандидачĕ. Как Сталин обещал построить чувашам свой Вашингтон — Реальное время.

Каçăсем

тӳрлет