Чăваш Ĕç Коммуни

Ку ăнлава Чăваш коммуни хаçатпа пăтраштармалла мар

Чăваш Ĕç Коммуни — администрацилле-территорилле пĕрчĕн проекчĕ, ун пирки РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариачĕ патне çав наркоматăн пĕр сыпăкĕ пулса тăракан Чăваш Уйрăмĕ 1920-мĕш çулхи январĕн 3-мĕшĕнче тăратнă «Кĕске пĕлтеревре» çырса кăтартнă.

Сталин И. В., 1915
Элмен Д. С.

Проект çав халлĕнех юлнă, ăна пурнăçа кĕртмен. Анчах та тивĕçле майпа пăхса тухнă, сÿтсе явнă, проекта çавна майăан хăшпĕр улшăнусем те кĕртнĕ пулнă.

Пуçлăхсем тӳрлет

Çак пулăм пулăм пулса иртнĕ тĕлелле РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариатне И. В. Сталин, çав комиссариатан Чăваш Уйрăмне вара Д. С. Элмен ертсе пынă.

Тĕп хула тӳрлет

Чăваш Ĕç Коммунин тĕп хули пулма Канаша (ун чухне ăна Шăхран тенĕ) палăртнă пулнă.

 
Канаш (1920-мĕш çул тĕлне Шăхран тенĕ). Малти планри çурт XX ĕмĕр пусламăшĕнче те пулнă

Утăмсем тӳрлет

  1. !920-мĕш çулхи январĕн 3-мĕшĕ — РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариачĕн Чăваш Уйрăмĕ комиссариата «Кĕске пĕлтерев» ярать.
  2. «Кĕске пĕлтереве» Мĕнпур чăваш коммунисчĕсен 1-мĕш съездĕнче (çав çулхи февралĕн 4-9-мĕшĕсем) пăхса тухнă, вăл вара Чăваш Ĕç Коммунине туса хумалли Йĕркене çирĕплетнĕ.
  3. 1920-мĕш çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче РКП(б) Тĕпкомĕн Политбюровĕ Тутар республикине туса хурасси тĕлĕшпе организацилле ыйтусем пăхса тухать, çавна май «Чăваш республики çинчен» текен ыйту та сиксе тухать. Çапла вара — çула май — Чăваш ĔсКоммуни тĕлĕшпе те çÿтсеяву пулать.
  4. 1920-мĕш çулхи июнĕн 19-мĕшĕнче РСФСРти Нацилĕхсем тĕлĕшĕнчи Халăх комиссариачĕн Чăваш Уйрăмĕ ВЦИК Президиумне Меморандум тăратать, чăваш уесĕсене Чулхула кĕпĕрнине куçарнипе, вăл шутра вăхăтлăха та, килĕшменнине пĕлтерет.
  5. Тепрер темиçе кунтан, июнĕн 22-мĕшĕнче, РКП(б) Тĕпкомĕн Политбюровĕ чăвашсем тĕлĕшпе коммуна мар, область туса хума йышăнать, М.Ф. Владимирские, Шалти ĕçсен наркомĕн çумне, ыйтăва Совнаркомра лартма хушать.
  6. Совнарком (СНК) тата ВЦИК Чăваш автономилле облăçĕ тăвасси тĕлĕшпе Декрет кăлараççĕ, çапла вара «коммуна» ыйтăвĕ тĕппипех пĕтет.

Вуламалли тӳрлет

Çавăн пекех тӳрлет

Каçăсем тӳрлет