Чăвашсем епле пурăнни (калавсен ярăмĕ)
Чăвашсем епле пурăнни — Игнатий Иванов (1848-1885) XIX ĕмĕрте, 1872-1875 çулсем тĕлнелле, чăвашла çырнă калавсен ярăмĕ.
Чăвашсем епле пурăнни | |
Чăвашсем епле пурăнни | |
Жанр: | калавсен ярăмĕ |
---|---|
Автор: | Игнатий Иванов |
Тăван чĕлхи: | чăваш |
Хайланă çул | <1872-1875> |
Пичетленĕ: | 1900-мĕш çултан пуçласа |
Уйрăм кăларăм: | уйрăм кăларăмпа тухман |
Куçару: | пурри-çукки паллă мар |
Калавсен ярăмĕн кунçулĕ
тӳрлетКалавсен ярăмне паянхи хăшпĕр çынсем повеç тени те тĕл пулать[1] Анчах та калавсем пĕр сюжетпа е пĕр персонажпа çыхăнман. Пĕтĕмĕшле ячĕ те умсăлтавлă, урахла каласан, ăна авторĕ мар, паянхи тĕпчевçĕсем панă — йышри пĕр калав ятне шута илсе.
Йыш
тӳрлет- Чăвашсем епле пурăнни.
- Янтă мула ан хĕрĕн, ху хатĕрле.
- Пĕр çынах пĕтĕм яла пăсать.
- Лайăх, ăслă, кăмăллă çын пурне те юрăхлă.
- Тĕпсĕр çынна тĕмен çитмен.
- Çынна усал тăвакан хай те усал курать.
- Начар сухаланă ана çине çум пусать, начар çынна çын пусмăрлать.
- Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă.
- Аттăна тăхăн та, çапатăна та кăлрса ан пăрах.
- Çынна епле тавăн, ху та çавнах курăн.
- Айăпсăр çын.
- Ача-пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс пама кирлĕ.
- Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă.
- Чее пул та, çынна ан машкăлла.
- Юмăç ултавĕ.
Игнатий Ивановăн ытти еткерĕ
тӳрлетКалавсемсĕр пуçне паянхи кунччен Игнатий Ивановăн чăвашла çырнă хăшпĕр çырăвĕсем сыхланса юлнă[2].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ [ЧУВАШСКАЯ ЭНЦИКЛОПЕДИЯ.
- ^ Чăваш патшалăх Тĕп архивĕ. 515 ф., 1 оп.,335 упр. пĕрчи, 1-6 лл.
Каçăсем
тӳрлетКу литература пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |