Чăвашла-финла словарь

Чăвашла-финла словарь (финн. Tšuvassilais-suomalainen sanakirja) - 2007-мĕш çулта Финляндире пичетленсе тухнă чӑваш сăмахсарĕ.

Чăвашла-финла словарь

Хуплашки
Жанр: сăмахсар
Тăван кăларăм чĕлхи: финла, чăвашла
Кăларамçă: Турку университечӗ

Авторĕсем:

ISBN 9512933497.

Проекта Турку университечĕн Атăлçи халăхĕсен чĕлхине тĕпчекен сектор хутлăхĕнче 1999 - 2007 çç. пурнăçланă. [1]

Словарь калăпăшĕ - сакăр пин ытла сăмах, 286 страница.

Унăн никĕсне 1982-мĕш çулта Мускавра "Вырăс чĕлхи" издательствăра пичетленсе тухнă чăвашла-вырăсла словарь, Г.А. Дегтяревăн çĕнĕлĕх словарĕ тата ытти хăш-пĕр лексикон йĕркелет.

Кĕнекене 200 экземпляр пичетленĕ. Чăваш Республикинче ăна республикăн пичет архивĕнче, наци библиотекинче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче паллашма пулать.

Çак кĕнекен иккĕмĕш кăларăмĕ Чăваш патшалăх университетĕнче 2008-мĕш çулта тухма тивĕç.

Каҫӑсем

тӳрлет
  1. ^ Арто Мойсио тата Йорма Луутоненпе интервью. Турку университечĕ 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.