Хула евĕр паçулкă

(Х. е. п. ҫинчен куҫарнӑ)

Хула евĕр посёлок (х.е.п.) — СССР тата РФ хула тăвас политикинче пурăну вырăнĕн тĕсĕ. Хăйĕн калăпăшĕпе хулапа ял хушшинче шутланать. Халăх йышĕ унта хуларан сахалтарах, ялтан ытларах. Паçулкăра вăтамран 5-50 пин çын пурăнать.

Критерисем

тӳрлет

Ялпа танлаштарсан, çак паççулкăсенче пурăнакан халăх (85 % сахал мар) ял хуçалăх ĕçĕнче пулмалла мар. Х.е.п. совет тапхăрĕнче 3 пин çынтан сахал мар пурăнмалла, хулара — 12 пин çынтан сахал мар тесе палăртса хунă. Час-часах х.е.п. пĕр тĕп («хула тăвакан») завод пулнă. Çав хушăрах «рабочи паççулки» палăрту та пур. Чылай çĕрте çак ăнланусем (Раççей, 1991 çулччен — РСФСРта) пĕр пекех. Çав чухнех пурнăçра тĕрлĕ çĕрте усă кураççĕ. Х.е.п. — паçсулкă тĕсне кăтартакан географи терминĕ, рабочи паççулки (р.п.) — административлă-хуçалăх ăнланăвĕ.

ХЕП Раççейре

тӳрлет

Хальхи вăхăтра хăш пурăну вырăнне посёлок шайне кĕртмелли пирки йĕрке çук. Ку ыйтăва вырăнти администраци татса парать. 2006 çул пуçламăшĕ тĕлне Раççейре пурĕ 1359 хула евĕрлĕ посёлок шутланнă. 2002 çулхи çырав тăрăх Раççейри чи пысăк посёлок Краснодар Енĕнчи Пашковски пулнă. Унти халăх йышĕ 43,0 пинпе танлашнă. 104 пĕчĕк посёлокра пĕр пинрен кая çын пурăнать. Тата вунпĕррĕшĕнче — 100 çынран та сахалтарах.

ХЕП Чăваш Енче

тӳрлет

Çĕнĕ Лапсар, Вăрнар, Вăрмар,

ХЕП постсовет урăх çĕршывĕсенче

тӳрлет

Çак тĕс СССР йышĕнчи урăх республикăсенче те сыхланса юлнă. Белорусире «Гарадскі пасёлак» терминологипе усă кураççĕ.

ХЕП Польшăра

тӳрлет

Польшăра, совет хула тăвас моделĕпе, çакăн евĕр пурăну вырăнĕсем 1954—1972 çç. пулнă. Халĕ унта пур пурăну вырăнĕсем икĕ категорине çеç уйрăлаççĕ: хулапа ял.

Çавăн пекех

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Проценко С. М. Селище міського типу // Географічна енциклопедія України. — Т. 3. — К., 1993. — С. 173.