Хухлама (юханшыв)

Хухлама (выр. Хохломка), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Тип Хухлама (выр. Сухая Хохлома) ялĕнче 5 çухрăм çурçĕр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. Кулигино ял патĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем çирĕм ытла, вĕсенчен пысăккисем: Хурлăхан (выр. Смородинка), Нечайка, Гладышнăй, Филин (выр. Филинка), Ведомость, Шишин (выр. Шишинка).

Хухлама малтан кăнтăралла юхать, Тарасовăран иртсен кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать.

Ялсем

тӳрлет

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Тип Хухлама, Бетино, Гомино, Степаново, Мурени, Кĕçĕн Филин (пушă ял), Кĕçĕн Карпово, Гарель, Колесноково, Беспалово, Урлино, Грачево, Гулыманово, Тарасово, Задорино, Хухлама, Сивцево, Уткино, Крутово, Брындино.