Хура пушмаклă çӳллĕ блондин (фильм)
«Ылмаш пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин» (фр. Le Grand Blond avec une chaussure noire, хăш чухне «Хура пушмак тăхăннă вăрăм блондин» ятпа кăтартнă) — 1972 çулта ӳнерленĕ франци кинокамичĕ. «Кĕмĕл Упа» МКФ (Берлин).
Ылмаш пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин | |
Le Grand Blond avec une chaussure noire | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | камит |
---|---|
Режиссёр | Ив Робер |
Продюсер |
Алан Пуаре Ив Робер |
Сценари авторĕ |
Франсис Вебер |
Тĕп рольсенче |
Пьер Ришар Мирей Дарк Бернар Блие Поль ле Персон Жан Карме |
Композитор | Владимир Косма |
Кинокомпани | Gaumont |
Тăсăлу | 90 мин. |
Патшалăх | Франци |
Чĕлхе | Франци чĕлхи |
Çул | 1972 |
IMDb | ID 0068655 |
Тепĕр иккĕ султан фильмăн малалли версийĕ — «Çӳллĕ блондин таврăнать» — тухать.
Сюжет
тӳрлетФранци разведкинче Тулуз полковника хирĕçле унăн çумĕ Милан пуçлăх вырăнне йышăнас тĕллевпе кавар хатĕрлет.
Тулуз полковник, хайĕн килĕнче вăрттăн итлекен хатĕрсене асăрхасан, хăнана хăйĕн пулăшуçне Перраша чĕнет те ыран ирпе аэропортра суперагента кĕтсе илме хушать — çак вара ăна Милана вăйăран тĕксе кăларма пулăшĕ.
Тĕрĕссипе каласан, нимле агент та çук — ку питĕ чее «айван тыткăчĕ»: Перрашăн эшкертен кирек епле çынна суйласа илмелле, вара Перраша йĕрлесе килнĕ Милан çыннисем ăна суперагент вырăнне йышăнĕç. Мюнхенран концерт хыççăн таврăнакан Франсуа Перрен сĕрме купăсçă çине суйлав ӳкет, урисене иккĕ тĕрлĕ сăрăллă пушмак тăхăннине пула вăл Перраш куçĕ умне ӳкет. Перраш Перрен патне пырса сывлăх сунать, тӳрех йăнăшрăм тесе каçару ыйтать те аяккалла пăрăнать. Анчах та аякран сăнакан Милан çыннисене, çак курнăçу «суперагента» инструкци панă евĕр туйăнать те вĕсем Перрен хыççăн сăнама пуçлаççĕ. Вăл çук чухне вĕсем хваттерĕнче вăрттăн итлев хатĕрĕсене лартса тултараççĕ. Чипер Кристин ĕçтĕшне унăн патне кертсе яраççĕ, вĕсене видеокамерăсемпе пăхаççĕ. Кристин унран нимĕн те илтсе пĕлеймест, ăна юратса пăрахать çеç. Перрен, хăй сисмесĕрех, хăрушă Милан лартса хунă тыткăчсене йăрă иртсе каять, паллах, ăна Тулуз çыннисем вăрттăн сыхласа пулăшса пыраççĕ. Çак камит ĕç-пуçĕ Перрен хваттерĕнче пăшалран пенипе вĕçленет, вара унта Тулузпа Милан çыннисем те, Милан хăй те, сарăмсăр вилеççĕ. Перрен Рио-де-Жанейрона тухса тарать, хăйпе пĕрле чăматанра Кристина илсе каять.
Рольсене сăнарланă, вырăс сасă текстне кĕртнĕ
тӳрлет- Пьер Ришар (Всеволод Ларионов) — Франсуа Перрен, сĕрме купăсçă
- Бернар Блие (Владимир Кенигсон) — Бернар Милан, Тулуз çумĕ
- Жан Рошфор (Артём Карапетян) — Луи Тулуз, полковник
- Мирей Дарк (Инна Выходцева) — Кристин
- Поль ле Персон (Борис Иванов) — Перраш, Тулуз пулăшуçи
- Жан Карме (Роман Ткачук) — Морис Лефевр, параппанçă, Перрен тусĕ
- Колетт Кастель (Ирина Карташева) — Полетт, Морис арăмĕ
- Морис Борье — Шаперон, агент Перраша
- Робер Дальбан — Милан çынни, фургонра
- Ив Робер — Дирижёр
- Таня Балашова — Луи Тулуз амăшĕ
Каçăсем
тӳрлет- «Высокий блондин в чёрном ботинке»(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Фильм фотопухăмĕ 2007 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- (Франcла) Трейлер gaumont.fr сайтĕнче (QuickTime Player кирлĕ)