Çӳллĕ блондин таврăнни
«Çӳллĕ блондин таврăнни» (фр. Le Retour du grand blond) — Ив Роберăн шпион кинокамичĕ. «Хура пушмак тăхăннă çӳллĕ блондин» фильмăн малалли версийĕ.
Çӳллĕ блондин таврăнать | |
Le Retour du grand blond | |
Жанр | камит |
---|---|
Режиссёр | Ив Робер |
Сценари авторĕ |
Ив Робер Франсис Вебер |
Композитор | Владимир Косма |
Кинокомпани | Gaumont |
Тăсăлу | 84 мин. |
Патшалăх | Франци |
Çул | 1974 |
IMDb | ID 0072080 |
Сюжет
тӳрлетШпион вăййисем малалла пыраççĕ. Ятарлă хĕсметсем Перренран уйрăлмаççĕ — çĕнĕ министр Бернар Милан Вăрăм блондин пирки пуçтарнă досьене тупать. Камбрэ капитан Тулуз вăрăм блондинпа усă курса Милана вĕлерни пирки каланине итлесе, вăл Тулуз полковника хăй патне «суперагента» чĕнсе илме хушать. Леш вара арпашса кайса Блондин анчахрах тропикра ятарлă операцие пурнăçланă чухне пуçне хунă пирки хыпарлать, çапах та министр унăн виллине тăван çĕре илсе килсе чыслăн пытарма хистет. Тулуз хăйĕн çыннисене Перренпе Кристин пурăнакан Рио-де-Жанейрона суперагента вĕлерме тапăч парать. Блондинăн каллех хăрушлăхсем хушшинчне ним сисмесĕрех çӳрет. Вара Тулузăн агенчĕсем Кристина вăрласа каяççĕ, халĕ ĕнтĕ Блондин вĕсем ыйтнине тумалла — Париса таврăнса министр умĕнче суперагент евĕр кăтартса Милана вĕлернĕ пирки пуçарнă тĕпчев ĕçне пĕтермелле. Министр «суперагента» питĕ кирлĕ ĕçе ярасшăн. Тулуз вара блондина хăйĕн рольне кăтартнă хыççăн, вăл халĕ «ытлашине пĕлет» тесе леш тĕнчене ăсатасшăн. Перрена пулăшма унăн тусĕ Морис, Камбрэ капитан васкаççĕ…
Рольсенче
тӳрлет- Пьер Ришар — Франсуа Перрен
- Мирей Дарк — Кристин
- Жан Рошфор — полковник Луи Тулуз
- Поль ле Персон — Перраж
- Жан Карме — Морис Лефевр
- Колетт Кастель — Полетт, Морис арăмĕ
- Жан Буиз — Министр
- Анри Гибе — «Граф», Тулуз çынни
Совет дубляжĕнче фильма сасă кĕртнĕ
тӳрлет- Всеволод Ларионов — Пьер Ришар (Франсуа Перрен)
- Артём Карапетян — Жан Рошфор (Луи Тулуз)
- Роман Ткачук — Жан Карме (Морис Лефевр)
- Ростислав Плятт — Вăрттăн хĕсметĕн çĕнĕ министрĕ. Малтан ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçленĕ.
Каçăсем
тӳрлетКу кинофильм пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |