Хурăнлă (Ветлуга юппи, анатри)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хурăнлă пăхăр.

Хурăнлă (выр. Берёзовка) — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Уста шывĕн сылтăм юппи. Юханшыв ячĕ хăй ятлă ялтан лекнĕ.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Петров ятлă пушă ялтан икĕ çухрăм кăнтăрта, вăрманта вырнаçнă. Малтан хĕвелтухăçнелле юхать, кайран кăнтăралла пăрăнать. Хурăнлă ялтан иртнĕ хыççăн пĕр çухрăмран Уста шывĕпе пĕрлешет.

Хурăнлă юпписен шучĕ вуннă патнелле, пысăккисем çук. Юханшыв шурлăхлă вăрман тăрăх юхнăран ун тăрăхĕнче çынсем сахал пурăнаççĕ, Хурăнлă (выр. Берёзовка) ял кăна вырнаçнă.