Хулашкка (юханшыв)
Хулашкка (выр. Городиславка), — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Усул шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
тӳрлетЮханшыв çăлкуçĕ Содомово ятлă пушă ялтан икĕ çухрăм çурçĕрелле вăрманта вырнаçнă. Мысово ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăккисем çук.
Хулашкка ытларах пайĕпе хĕвеланăçнелле юхать. Усулпа пĕрлешнĕ вырăнта çеç ункă туса кăнтăр енелле çаврăнать.
Ялсем
тӳрлетЮханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Вăрманлă (выр. Лесная), Тесовăй, Никольски, Тренино, Абрамиха.