Хетт патшалăхĕ
Хетт патшалăхĕ, — хеттсем йĕркеленĕ Пĕчĕк Азири авалхи (пирĕн эрăчченхи 1800—1200 çулсем) патшалăх.
Пирĕн эрăчченхи XVIII ĕмĕр варринче Аннита, Пĕчĕк Ази номан патши, тем пысăкăш çĕрсем çинче патшалăх йĕркеленĕ. Ăна каярах Хетт патшалăхĕ тесе ят панă. Ӗмĕр вĕсĕнче Аннита йăхĕ вырăнне тепĕр йăх йышăннă. Вăл йăхри I-мĕш Лабарна (пирĕн эрăчченхи 1675—1650 çç. патнелле) патшалăх кун-çулĕнче самай тарăн йĕр хăварнă — патшалах çĕрĕсене пĕр тинĕс çыранĕнчен пуçласа тепĕр тинĕс çыранĕ таран сарнă. Астул çине ун хыççăн ларнă тепĕр патши, I-мĕш Хаттусили (пирĕн эрăчченхи 1650—1625 çç. патнелле), çĕрĕсене Сири таран сарнă. I-мĕш Мурсили (пирĕн эрăчченхи 1625—1590 çç. патнелле) Халпăва, Тури Месопотамине хăйне пăхăнтарнă, Вавилон çине харçăпа кайнă.
Пирĕн эрăчченхи XII ĕмĕрте шалти кĕвеçӳсене пула, тулашри ĕçем ăнăçсăр иртнине пула патшалăх арканма пуçланă. Çавна пулах патшалăхра выçлăх пуçланнă пулас. «Тинĕс халăхĕсем» хĕснине пула патшалăх арканса пĕтнĕ, кайран вара пачах та çухалнă.
Каçăсем
тӳрлет- Хеттсен абсолютлă мар монархийĕ
- «Хеттсем» уйрăм «Еще одной OCR-библиотекинче» 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- II Рамсеспа хетт патши Хаттусили III хушшинчи килĕшӳ хучĕ