Хиспăлла
(Хезболла ҫинчен куҫарнӑ)
Хиспăлла (выр. Хезболла, арап. حزب الله, «Турă партийĕ») — Ливанта вырнаçнă наци ирĕклĕх юхăмĕ. Ку юхăма 1982 çулта Иранти ислам революцийĕн хуралçисен корпусĕ йĕркеленĕ.
Хиспăлла | |
арап. حزب الله | |
Йĕркеленĕ вăхăт: | 1982 çул |
---|---|
Штаб-хваттер: | Бейрут, Ливан |
Идеологи: | исламизм, антисионизм, антиимпериализм[1][2], национализм[3] |
Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕн альянсне кĕрет, Ливан парламентĕнче 12 вырăн йышăнать. Çавăн пекех Ливан правительствинче те юхăм çыннисем пур[4]. Укçапа хĕç-пăшал енчен Иранпа Сири пулăшаççĕ.
Юхăм ертӳçи — Хассан Насрăлла ших. АПШра, Аслă Британире, Нидерландсенче, Канадăра, Израильте тата Австралире ăна террористла йĕркеленӳсен йышне кĕртнĕ.
2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Хиспăлла çыннисем Израиль салтакĕсене тыткăна илнĕ хыççăн Израиль вĕсене хирĕç вăрçă пуçланă.
Лидерсем
тӳрлет- Хусейн Фадлалла (1982—1985)
- Субхи аль-Туфайли (1985—1991)
- Аббас аль-Мусави (1991—1992)
- Хасан Насралла (1992— хал. вăх.)
Çавăн пекех
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Joseph Elie Alagha [1]. — Amsterdam University Press, 2011. — С. 15, 20. — ISBN 90-8555-037-8
- ^ Samer Shehata [2]. — Routledge, 2012. — ISBN 0-415-78361-5
- ^ Hezbollah - A Profile of the Lebanese Militant group Hezbollah
- ^ Хиспăлла. Тĕнчери хутшăнусен канашĕ (2008 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ).
Каçăсем
тӳрлет- Камсем вĕсем — Хиспăлла? (акăлч.). — историпе кĕске тишкерӳ. çăлкуçран архивланă 26 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 2006 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче.
- Александр Тарасов. Революципе джихад. — е Сулахайсем ислам радикалĕсемпе пĕрлештермелле-и?. çăлкуçран архивланă 26 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 4 сентября 2006.
- Али Мухиэддин, Хиспăлла. I-мĕш п. 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ., II-мĕш п. 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Турă партийĕ тата Хĕвел анăç. — Хиспăлла политика идеологийĕ çинчен.
- Анна-Мари Байлуни. Аль-Манар тата Аль-Хурра. — спутник каналĕсен тата идеологисен çапăçăвĕ.