Фрида Кало
Фрида Кало де Ривера (исп. Frida Kahlo de RiveraFrida Kahlo de Rivera), е Магдалена Кармен Фрида Кало Кальдерон (исп. Magdalena Carmen Frieda Kahlo Calderоn; Койоакан, Мехико, 6 утă 1907 - 13 утă 1954), — мексикан ÿнерçи, пурăнчен те ытларах хăйне хăй сăнарланипе паллă.
Фрида Кало | |
исп. Frida Kahlo | |
Фрида Кало, Гильермо Кало сăнÿкерчĕкĕ, 1932 | |
Çуралнă вăхăт: | утă, 6, 1907 |
---|---|
Вилнĕ вăхăт: | утă, 13, 1954, (47 çулта) |
Гражданлăх: | |
Жанр: | сăнар ĕçĕ |
Стиль: | реализм, сюрреализм, символизм |
Викиампарти ĕçсем |
Кун-çулĕ
тӳрлетКăмăлĕ
тӳрлетПурнăçĕ асаплă пулнине пăхмасăр, Фрида Кало чĕрĕ те уçă кăмăллă пулнă, калаçăвĕ питĕ нумай усал сăмахлă пулнă. Çамрăкла питĕ шăпăрлан пулнă май ватăлнă çемĕн те çавăн пек пулнă. Кало нумай чĕлĕм туртнă, эрех ĕçнĕ (ытларах текила), хăйне пурте пĕлекен бисексуал пулнă, намăссăр юрăсем юрланă тата хăçĕн хăнисене çавăн майлă шутсемпе хăналанă.
Пултарулăхĕ
тӳрлетФриды Кало ĕçĕсенче мексикан халăх пултарулăхĕн, Американ Колумбченхи аталанăвĕн вăйлă витĕмĕ курăнать. Унăн пултарулăхĕ паллăсемпе фетишсенчен пуян. Çав вăхăтрах ăна Европа ÿнерĕ сĕм яни курăнать — унăн ирхи ĕçĕсенче, тĕслĕхрен, Фрида Боттичеллипе иленни курăнать.
Унăн ĕçĕсенче айван ÿнер тĕсĕ пайăрать. Фриды Кало ÿнер ĕçĕсене унăн упăшки, Диего Ривера ÿнерçĕ вăйлăн сĕмленĕ. Тĕпчевçĕсем ÿнерçĕн пултарулăхĕ 1940- мĕш çулсенче чи çÿллĕ шая çитнĕ теççĕ.
Фрида Кало пултарулăхĕнче ытларах хăйне сăнарланă. Ку ĕçсенче ÿнерçĕ хăйĕн пурнăçĕн пулу-иртевĕсене юптарса сăнарланă. («Генри Форд госпиталĕ», 1932, Мехико; «Лев Троцкийне халалланă хăйĕн сăнарĕ», 1937, Наци музейĕ «Хĕрарăмсем ÿнерте», Вашингтон; «Икĕ Фрида», 1939, Паянхи кун ÿнерĕн музейĕ, Мехико; «Марксизм чирлĕ хĕрарăма сыватать», 1954, Фрид Кало çурт-музейĕ, Мехико).
Вуламалли
тӳрлет- The diary of Frida Kahlo: an intimate self-portrait / H.N. Abrams. — N.Y., 1995.
- Teresa del Conde. Vida de Frida Kahlo. — Mexico: Departamento Editorial, Secretaría de la Presidencia, 1976.
- Teresa del Conde. Frida Kahlo: La Pintora y el Mito. — Barcelona, 2002.
- Drucker M. Frida Kahlo. — Albuquerque, 1995.
- Frida Kahlo, Diego Rivera and Mexican Modernism. (Cat.). — S.F.: San Francisco Museum of Modern Art, 1996.
- Frida Kahlo. (Cat.). — L., 2005.
- Леклезио Ж.-М. Диего и Фрида. — М.: КоЛибри, 2006. — ISBN 5-98720-015-6.
- Кеттенманн А. Фрида Кало: Страсть и боль. — М., 2006. — 96 с. — ISBN 5-9561-0191-1.
- Prignitz-Poda H. Frida Kahlo: Life and Work. — N.Y., 2007.
- Эррера Х. Фрида Кало. Viva la vida!. — М., 2004. — ISBN 5-699-05484-7.
Каçăсем
тӳрлет- Полная биография Фриды Кало и её картины 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Биография и картины Фриды Кало
- МИР ФРИДЫ КАЛО
- Дневник Фриды Кало 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Репродукции картин Фриды Кало 2010 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- Жизнь и смерть Фриды Кало
- Фотографии Фриды Кало и Диего Риверы
- Гениальная художница Фрида Кало. Фотографии 2015 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.