Улатăр кун-çулĕ

(Улатăр историйĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал мăкшă йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ĕмĕрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.

Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă:

«Русские войска во главе с Иваном IV в составе 150 тысяч воинов и 150 пушек выступили из Москвы в середине июня. Пехота и конница шли сухим путем через Муром; в начале августа они достигли реки Алатыря... От Алатыря основное ядро войска продвигалось примерно по линии современной юго-восточной границы Чувашии, а левый полк - по ее территории».

Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.


Вуламалли

тӳрлет
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • А.Х. Халиков, «Татарский народ и его предки»
  • "Чăваш АССРĕн историйĕ"