Улатăрти дендрологи паркĕ
Улатăрти дендрологи паркне 1960 çулхи авăн уйăхĕнче Сăрă юханшывĕ хыçĕнчи 10 га лаптăклă пуш хирте никĕсленĕ.
Вăрмана Григорий Аниолович Сулимо-Самуйло ертсе пынă пенсионерсен ушкăнĕ лартнă. Кашни пенсонер хăй ирĕкĕпе, хăй ăсĕпе хутшăннă. Хыççăн лартнă вăрманаУлатăрти стедентсемпе шкул ачисем пăхнă.
1973 çулта дентропарк СССРăн ВДНХ дипломне тивĕçлĕ пулнă. 1978 çулта РСФСРти чи чаплă вăрмансен куравĕ-конкурсра çĕнтерӳçе тухнă.
20 çул ытла парка Григорий Аниолович Сулимо-Самуйло ертсе пынă. 1983 çулта ăна ку ĕçре Георгий Петрович Громилов улăштарнă. Георгий Громилов Г. А. Сулимо-Самуйло юлташĕ, унăн ĕçне малалла тăсаканĕ. Çапла çутçанталăка упранишĕн, 2005 çулта Георгий Громилов Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. Халĕ парк республика шайĕнче хӳтĕленекен çĕр. Унăн лаптăкĕ 238 га, унта çĕр ытла тĕрлĕ ӳсентăран ӳсет.