Тявин Илья Петрович

Тявин Илья Петрович (1928-2007) — Çăлтăр хулара, Космонавтсене хатерлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центрта 1961-мĕш çултанпа ĕçленĕ, подполковник-инженер.

Тявин Илья Петрович
Тявин Илья Петрович
Çуралнă чухнехи ят Тявин Илья Петрович
Çуралнă вăхăт 1928 çулхи -мĕшĕ
Çуралнă вырăн Сальел, Шунтал районĕ, Самар облаçĕ)
Вилнĕ вăхăт 2007 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕ
Гражданлăх Раççей
Ашшĕ Петр Семено­вич Тявин
Амăшĕ Прасковья Алек­сеевна Иванова (Тявина)
Мӑшӑрӗ Виталина (Лина) Ивановна Тявина (хĕр чухнехи хушамачĕ паллă мар)
Ачисем Татьяна, Ирина

Биографи

тӳрлет

1928-мĕш çулта Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Сальелĕнче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — Петр Семено­вич Тявин, 1906 çур. Амăшĕ — Прасковья Алек­сеевна Иванова (Тявина), 1905 çур. Аслашшĕ — Семен Степанович Тявин, 1880 çур. Асламăшĕ — Евдокия Осиповна Тявина.

Тявинсен килйышĕнче мĕнпурĕ 7 ача ÿснĕ: Валя, Луиза, Тамара, Шура, Рая, шăллĕ е пиччĕшĕ (ячĕ паллă мар) тата Илья хăй.

Арăмĕ — Виталина (Лина) Ивановна, чăваш, Чăваш халăх поэчĕн Стихван Шавлын иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ (вĕсен ашшĕсем — Иван тата Антон — пĕртăван). Вăл Çăлтăр хулари ача садĕнче 20 çул хушши витеревçĕ пулса ĕçленĕ. Тăватă çул хушши унăн ушкăнĕнче В.В.Терешкова тата А.Г.Николаев космонавтсен Елена (Алёна) хĕрĕ те пулнă[1]. Виталина Ивановнăна А.Г.Николаев хай патне килекен чăвашла (чăваш чĕлхипе) çырнă çырусене пăхса тухса хуравсем хатерлекенĕ пулма та сĕннĕ. Анчах та вăл, Шунталти вырăс шкулĕнче вĕреннĕскер, чăваш çырулăхне çителĕклĕ таран пĕлмен, çавăнпа та сĕннĕ ĕçе ăнăçлăн пурнăçлама пултарайман.

Виталина Ивановна тата Илья Петрович мăшăрланни 1955-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пулса иртнĕ.

Ăçта вĕренни

тӳрлет
  • Тăван ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкул (1943-мĕш çулта пĕтернĕ).
  • Аксури педагогика вĕрентĕшĕ (1943-1944, вĕренсе пĕтермен).
  • Çарăмсан ялĕнчи (Тутарстан) 8-мĕш класс (1944-1945).
  • Çутĕç пайĕ çумĕнчи вĕрентевçĕсем хатĕрлекен курс (1945, пĕр уйăх çурă)
  • Аксури педагогика вĕрентĕшĕ, куçумсăр уйрăм.
  • Серпуховри çар авиаци-техника вĕрентĕшĕ (1952-мĕш çулта пĕтернĕ).
  • Мускаври вăрман институчĕ, Мытищи хулинче вырнаçнă.

Ăçта ĕçлени

тӳрлет
  • Тутарстанти Çарăмсан районĕнчи (ун чухне Первомайски районĕ тенĕ) Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи шкулта вĕрентевçĕ
  • Тутарстанти Çарăмсан районĕнче пĕр çулталăк çурă суд çыруçи.
  • Мускав облаçĕнчи Чкаловский поççолăкĕнчи тĕрĕслев центрĕ
  • 1961-мĕш çултанпа Çăлтăр хулари космонавтсене хатерлекен Центрта аслă техник-инструктор
  • 1979-мĕш çулта, Совет Çарĕн ретĕнчен саппаса тухнă хыççăн, Çăлтăр хулинчи авиаципе космонавтика ĕçлевçисен пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн ертÿçине суйланă.
  • А.Г.Николаев космонавтăн, вăл РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ чухне, пулăшавçи.

Космонавтсене хатĕрлекен Центрта ĕçленĕ ытти чăвашсем

тӳрлет
  • В.М.Портнов,
  • А.Ф.Сироткин,
  • С.М.Михайлов.

А.Г.Николаев калани[2][3]:

<Куçару: Пирĕн кунта, Çăлтăр хулинче, чăвашсем те пур, темиçе килйыш>

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Илья Петрович ТЯВИН Подполковник, ветеран Центра подготовки космонавтов им. Ю.А.Гагарина — Мой сайт.
  2. ^ Яковлев Г.А. Роль межличностных связей в развитии чувашского народа 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ. — Этнографическое обозрение Online. 2007, июль.
  3. ^ Иванова В.П. Пусть все будет хорошо // Советская Чувашия. 1991. 1 января

Каçăсем

тӳрлет