Турци хронологийĕ
Турци историйĕнче çак пулăмсем пулса иртнĕ:
- 1326 — Византи çĕрĕсем çинче турккă султанлăхĕ йĕркеленет, тĕп хули — Бурса. Турккă султанĕсен влаçне хӳтĕлекенсем — янычарсем.
- 1362 — Европăри çĕрсене тытса илнĕ хыççăн тĕп хули Адрианополь (Етĕрне) пулса тăрать. Европăри çĕрсене турккăссем Румели ят параççĕ.
- 1375 — Турккăсем Киликине тытса илеççĕ.
- 1453 — Турккăсем Константинополь хулине хăйсен аллине илеççĕ — хула çĕнĕ империйĕн шĕкĕр хули пулса тăрать.
- 1678 — Турккăсем Днепртан анăçалла вырнаçнă çĕрсене çавăрса илеççĕ.
- 1901, чӳк, 9 — Франци ултиматумĕ çине хуравласа Турци султанĕ Турци французĕсене хĕсĕрленине пăрахăçлама килĕшет.
- 1903, çурла, 2 — Македонире пăлхав пуçланать. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Турци пăлхава пусарать, анчах та Анăç Европăра ку хыпара ырламаççĕ.
- 1904 — Йемента турккăсене хирĕç пăлхав пуçланать.
- 1905, пуш, 30 — Крит утравĕнче грексем Турцирен ирĕке тухма пăлхав çĕклеççĕ.
- 1906, çу, 5 — Аслă Британи çине тăнине пула Турци Египетпа Палестина хушшинчи чикĕ ыйтăвĕнче парăнать.
- 1908, утă, 6 — Кĕçĕн турккă пăлхавăрĕ (революцийĕ) пуçланать. Ниази Бей ертсе пыракан кĕçĕн турккăсем Македонири Ресин хулинче пăлхав çĕклеççĕ. Турци вĕсене хирĕç çар ярать.
- 1908, утă, 24 — II Абдул Хамид султан 1876 çулхи конституцине тавăрать.
- 1908, раштав, 17 — Осман империйĕн пĕрремеш хут кĕçĕн турккă представителĕсем нумайтарах пуçтарăннă пухăвĕ иртнĕ.
- 1909, ака, 13 — Турци Болгари ирĕклĕхне çирĕплетет.
- 1910, ака — Албанири пăлхава турккă çăрĕсем пусараççĕ.
- 1911, авăн, 29 — авăнăн 11-мĕшĕнче тăратнă ультиматумпа Турци килĕшменнине пула Итали вăрçă пуçлать. Италипе Турци хушшинче вăрçă 1912 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕччен тăсăлать.
- 1912, юпа, 8 — Пĕрремĕш Балкан вăрçи пуçланать. Черногори Турципе вăрçă пуçлать.
- 1912, юпа, 17 — Турци Болгарипе тата Сербипе вăрçă пуçлать.
- 1912, раштав, 3 — Турци, Болгари, Серби тата Черногори пĕр пĕринпе çапăçма чарăнса килĕшӳ тăваççĕ. Греци ку килĕшӳрен пăрăнать.
- 1913, кăрлач, 2 — Хиос утраври турккă гарнизонĕ грек çарĕсене парăнать. Утравпа Греци хуçăланма тытăнать.
- 1913, кăрлач, 18 — Тенедос утравĕ çывăхĕнче Турципе Греци флочĕсем çапăçса илеççĕ.
- 1913, кăрлач, 23 — Турцире Назим пашана вĕлерсе ун астулне тытса илеççĕ. Шевкет паша çĕнĕ министрсен кабинетне йĕркелет.
- 1913, нарăс, 3 — Болгари каллех Турципе вăрçă пуçлать.
- 1913, пуш, 26 — Болгарсем турккăсен Адрианополь хулине тытса илеççĕ.
- 1913, ака, 16 — Турципе Болгари çапăçма чарăнса килĕшӳ тăваççĕ.
- 1913, çу, 30 — Лондонра Болгарипе Турци мирлĕ килĕшӳ алă пусса çирĕплетеççĕ, пĕрремĕш Балкан вăрçи вĕçленет.
- 1923, юпа, 29 — Турци Республики йĕркеленет, пĕрремĕш президенчĕ — Мустафа Кемаль (Ататюрк).