К-150 «Томск»
(Томск (шывай кимми) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Томск (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
К-150 «Томск» — раççей атомлă «Антей» класĕнчи (949А проекчĕ) шывай крейсерĕ. Крейсерĕн тĕп кăралĕ — карапа хирĕçле çунатлă П-700 «Гранит» 24 ракета.
К-150 «Томск» | ||
---|---|---|
Карап кун-çулĕ | ||
Ялав патшалăхĕ | РФ | |
Тăван порт | Вилючинск | |
Шыва антарнă | утă, 1996 | |
Хальхи статус | ЛОФ | |
Тĕп пахалăхсем | ||
Карап тĕсĕ | ПЛАРК | |
Проект палăртăвĕ | 949А «Антей» | |
ÇАПУ классификацийĕ | «Oscar-II» | |
Хăвăртлăх (шывçи) | 15 çыхă | |
Хăвăртлăх (шывай) | 33 çыхă | |
Ĕçлĕ тарăнăш | 420 м | |
Чи пысăк тарăнăш | 500 м | |
Çӳрев автономлăхĕ | 120 талăк | |
Экипаж | 130 çын | |
Калăпăшсем | ||
Шывçи шыв кăларăшĕ | 14 700 т | |
Шывай шыв кăларăшĕ | 23 860 т | |
Чи вăрăм (КВЛ) | 154 м | |
Корпус чи анлăшĕ | 18,2 м | |
Вăтам анса ларни (КВЛ йĕркипе) | 9,2 м | |
Вăй-хăват хатĕрĕ | ||
кашни 190 МВт хăватлă ядерлĕ ОК-650В 2 реактор |
||
Хĕçпăшал | ||
Торпеда- мина хĕçпăшалĕ |
2x650-мм тата 4x533-мм ТА 24 торпедăсем | |
Ракета хĕçпăшалĕ | ПКР комплекс П-700 «Гранит» ЗМ-45 24 ракета |
1991 çулта ПО «Севмаш» (Северодвинск х.) тума пуçланă, эксплуатацине 1996 çулта кĕртнĕ.
Хăшпĕр çĕртре ăна К-442 тата К-526 тесе тĕрĕс мар палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлет«Севмаш» ПО (Северодвинск) 1991 тума пуçланă, 1996 çулта усă курма тытăннă. Томск облаçĕн администрацийĕ карапа 1995 çĕртме уйăхĕнче пулăшăва илнĕ. 1996 утă уйăхĕнче шывай киммине «Томск» ячĕпе тивĕçтернĕ.
1998 çултанпа Лăпкă океан флочĕн 10-мĕш дивизийĕнче, база Вилючинскра (Рыбачий паçсулки, Крашенинников бухти), Петропавловск-Камчаткăри çумĕнче.
Командирсем
тӳрлет- Пĕрремĕш командирĕ (1991 — 1997) 1-мĕш ранг капитанĕ Антипин Вадим Георгиевич
- Иккĕмĕш командирĕ 1-мĕш ранг капитанĕ Цымбалюк Александр Иванович
- Виççĕмĕш командирĕ — 1-мĕш ранг капитанĕ Гришечкин Владимир Владимирович
- Тăваттăмĕш командирĕ — 1-мĕш ранг капитанĕ Екименко Андрей Анатольевич
- Пиллĕккĕмĕш командирĕ — 1-мĕш рангри капитан Заренков Александр Олегович
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- К-150, «Томск» Проект 949А
- avtonomka.org // Документальный фильм «Уйти, чтобы вернуться», снимался на Томске 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- panoramio.ru // Два «батона» у пирса. Томск слева, Омск справа 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку шывай киммисем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |