Ткалич Мария Алексеевна

Ткалич Мария Алексеевна (çуралнă чухнехи хушамат Бикулова, вăрçăра вилнĕ малтанхи упăшкиннипе Кошкина) — Аслă Атилĕх вăрçин паттăрĕ, снайпер. Хальхи Тутарстанри Алексеевски районĕнчи Чăваш Майна ялĕнче 1918-мĕш çулта çуралса ÿснĕ.

Вăрçăра ăна пурте Мария (Маша) Кошкина пек пĕлнĕ.

Мĕнпурĕ 85 тăшмана снайпер пăшалĕпе персе тĕп тунă теççĕ. Çакă 1941-1943-мĕш çулсенче пулнă. Малалла вăл, куçĕ аманнине кура, алла снайпер пăшалне тек тытман. Анчах та мĕн вăрçă пĕтичченех фронтра ытти кирлĕ ĕçсене тунă.

Вăрçă хыççăн Ленинград хулинче ĕçленĕ. Унăн икĕ хĕрĕ пулни паллă — Вера Мефодьевна Ткалич, архитектор тата ÿнерçĕ[1] тата Капитолина Мефодьевнв Ткалич, архитектор тата ÿнерçĕ[2].

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет