Татнет çăлтăрĕсем
«Татнет çăлтăрĕсем» (тут. Татнет йолдызлары) — Тутар тетелĕн проекчĕсен тĕнчери конкурсĕ. Конкурса 2003 çулта йĕркелесе янă. Çак шухăш автор тата проект координаторĕ — конкурс оргкомитечĕн ертӳçи А. А. Сибгатуллин. Конкурса ирттерме Тутарстан Республикин массăллă коммуникацисен агентстви «Татмедиа» тата Тутарстанăн Интертат.ру электронлă хаçачĕ пулăшать.
Конкурс тĕллевĕ
тӳрлетКонкурса кашни çулах Тутарстан Республикин патшалăх чĕлхисен тата Тутарстан/тутар халăх пирки Тетел эрешĕнчи чи паллăрах информаци ресурсĕсене кăтартас тĕллевпе ирттереççĕ. Кăтартнă мĕнпур информаци ресурсĕсем, «Рунет» пекех, «Тутар Интернечĕ» е кĕскен «Татнет» теççĕ.
Палăртусем
тӳрлетКонкурсра 7 палăрту: 4 вырăс чĕлхипе: массмедиа, ăслăх тата çутĕç, культура тата ӳнер, истори тата тăван ен тĕпчевĕ, корпораци сайчĕсем, влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, этем пĕрлешĕвĕсем, тутар тĕнчи тата 3 палăрту тутар чĕлхипе: Татар дөньясы, Мәгариф һәм фән, Туган тел. Конкурс оргкомитечĕ урăх палăртусене те кĕртме пултарать.
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет