Татнет — кĕскен Татар ИнтернечĕТутарстан Республикин патшалăх чĕлхисемпе (тутар тата/е вырăс чĕлхисемпе) никĕсленĕ Тутарстан е/тата тутар халăхĕ пирки материал вырнаçтаракан Тетел эрешĕнчи информаци ресурсĕсен пĕрлешĕвĕ.

«Татнет çăлтăрĕ» тетел проекчĕсен ăмăртăвĕн логотипĕ 2010
«Татнет çăлтăрĕ» тетел проекчĕсен ăмăртăвĕн логотипĕ 2010

Кун-çулĕ

тӳрлет

Татнетăн çуралнă кунне 1994 çулта АПШпа Турцири тутарсем валли тетелре файл-çырăвăсене ямалли TMG сервер (акăл. Tatar e-Mail Group) тата «Хусан Тетел эрешĕнче» web-сервер уçăлнипе çыхăнтараççĕ. Малашне, 1995 ç. «Тутарстан Тетел эрешĕнче» сервера (http://www.kcn.ru 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.) йĕркеленĕ, 1996 ç. — «Самар тутарĕсем» (http://www.ssu.samara.ru/~povolzje/tatari.htm 2007 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.), 1997 ç. — Алхан Акидилăн мусăк сайчĕ (akidil.net); «Азатлык» радио сайчĕ (http://www.azatliq.org/), Тутарстан Республикин официаллă серверĕ (http://www.tatar.ru/ 2003 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.); 1998 ç. — Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн сайчĕ (http://www.tatar-kongress.org/ 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.), Зула Камалова австрали юрăçĕн сайчĕ (http://www.zulya.com/), тата хăшĕсем те.

2000 çулăн варринчен пуçласа Раççейре Тетелпе усă куракан йышĕ ӳсет. Пĕрремĕш Тутар тетел-лавкки (2001 ç.), тутарсен «Дулкын» тетел-радио (2001 ç.), Интертат электронлă хаçат (2002 ç.) (http://www.intertat.ru), Пĕтĕм тĕнчери тутар порталĕ Татарлар.ру (2002 ç.) тата урăх нумай кăсăклă тутар темипе веб-проектсем йĕркеленеççĕ.

2002 çулхи акан 24-мĕшĕнче Хусанра «Наци чĕлхисем тата информаци технологисем» ăслăлăх-практика конференципе «Тутар чĕлхи тата компьютер технологисем» çавра сĕтел иртет. 2003 ç. акан 1-мĕшĕнче Тетел-проекчĕсен тĕнчери конкурсĕ «Татнет йолдызлары» («Татнет çăлтăрĕсем») иртет. Пурĕпе ăмăртура 115 сайт (тĕрĕк сайчĕсемпе пĕрле) кĕрешнĕ. 2004 ç. — 78 сайт, 2005 ç. — 82 сайт, 2006 ç. −177 сайт, 2007 ç. — 176, 2008 —237 хутшăннă.

2003 ç. çĕртмере Интертат йĕркеленĕ Татнетăн пĕрремĕш канашлăвĕ иртет.

Малашне 2004—2006 çç. «Татмедиа» агентство ертсе пынипе Татнетăн II, III тата IV канашлăвĕсем пулаççĕ. 2004 ç. кăрлачăн 13-мĕшĕнче ТР «Об информационных ресурсах и информатизации Республики Татарстан» саккунне йышăнаççĕ[1]. Çак саккунпа патшалăх чĕлхисемпе ресурссемпе пĕр тан усă курма йĕрке тунă.

2003 ç. пушăн 7-мĕшĕнчи ТР Президенчĕн 2003—2007 çç. валли «Основы государственной политики Республики Татарстан в области информатизации и связи» Хутайĕ[2] Татнет патшалăх секторĕн аталанăвĕн никĕсне хурать.

Çаплах çакна асăнмалла: Татнет патшалăх органĕсенчен ирĕклĕ шутланать. Тутарстан правительстви Татнета туртса пыракан вăй пулмасть.

2004 ç. çĕртме уйăхĕнче Google шырав системи тутарла шырама пултарать (http://www.google.com/intl/tt/) (Шырав алгоритмне "Татарнамэ" фонд Yahoo валли те тӳлевсĕр хатĕрленĕ) тата Тутар Википедийĕ уçăлнă.

2010 ç. Вконтакте.ру социаллă эрешĕн интерфейсне пĕтĕмпех тутарла куçарнă.

Çаплах 2010 ç. тутар литературин кĕнеке фондне (www.tatknigafond.ru) йĕркелесе янă. Тутарстан бюджетĕнчен 15 миллион тенкĕ уйăрса панă.

Тутаркĕнекефончĕ Тутар электронлă вулавăшĕнчен (http://kitap.net.ru 2010 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.) пахалăхĕпе те, шучĕпе те каярах пулать. "Татарнамэ" фонд ырă кăмăлпа туса панă.

2010 ç. утăн 10-мĕшĕнче Яндекс хăйĕн тутарла интерфейсне (çав шутра почтăна та) ĕçе кĕртет, тутар чĕлхиллĕ шырав, Хусанта оффис уçать (http://www.yandex.ru/?lang=tt).

Асăрхавсем

тӳрлет

Шаблон:Викихыпарсен

  1. ^ закон РТ «Об информационных ресурсах и информатизации Республики Татарстан» [1] 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ «Основы государственной политики Республики Татарстан в области информатизации и связи» на 2003—2007 годы [2] 2011 ҫулхи Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет