Тамарислу — массакетсен пике-патши.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем

тӳрлет

Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрчен сăкăтсем пурте пĕрле пурăннă. Пархисемпе вăрçă тухсассăн сăкăтсен пĕр пайĕ татăлса тухăçалла кайнă пулас. Тепĕр пайĕ вара пархисемпе питĕ хытă çапăçнă. Кайран пархисене митисем тапăннă. Вара пархи йăхĕсем те, сăкăт йăхĕсем пекех, авалхи чăваш йăхĕсем патне чакса кайса вĕсемпе хутшăннă. Кайран тата митисем çине перси йăхĕсем тапăнма тытăннă. Ку вăл пирĕн эрăччен VII ĕмĕр вĕçĕнче — пирĕн эрăччен VI ĕмĕр пуçламĕшĕнче пулнă. Перссем те, митисем те, пархисем те, сăкăтсем те, авалхи чăвашсен йăхĕсем те авалхи Эламран (паянхи Иран патшалăхĕн Хузистан çĕрĕ) тухса Вăтам Азинелле куçса пынă. Сăкăтсене çĕнтернĕ пархи йăхĕсем те, пархи йăхĕсене çĕнтернĕ митисем те каярахпа массакетсем патне тарнă, пĕрле пурăнма тытăннă (Хальхи Чăваш Енре Шупашкартан инçе мар Пархикасси ялĕ пур). Перси патши Кир пархисемпе митисене çĕмĕрнĕ хыççăн Хĕрлĕ тинĕсрен Каспи тинĕсĕ таран, Палестинăран пуçласа Памир тăвĕсем таран хуçаланма тытăнать. Вăл вара ирĕклĕ пурăнакан массакетсене пăхăнтарма шухăшланă. Пирĕн эрăчченхи 530 çулта питĕ пысăк çарпа массакетсем çине тапăнать. Ун чухне массакетсене Тамарислу амаçын пике патша ертсе пынă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
  • Лайпанов К.Т., Мизеев И.М, "О происхождении тюркских народов", 1993, Черкесск.
  • Шишкин И.Б., "У стен великой Намазии".
  • Сарианди В.И., "Тайны исчезнувшего искусства".