Тăмана евĕрлисем
Тăмана евĕррисем | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | ||||||||||||
|
||||||||||||
Латинла çырни | ||||||||||||
Strigiformes | ||||||||||||
Çемьесем | ||||||||||||
| ||||||||||||
|
Тăмана евĕрлисем (лат. Strigiformes, е Striges) - вăрманта пурăнакан çăткăн вĕçен кайăксем, унăн шутне 200 ытла шултра тата вăтам тĕс кĕрет.
Пĕрлехи хыпарсем
тӳрлетЙывăрăшĕпе 60 грамран пуçласа 3 килограмм таран пулать. Ытти кайăксенчен пысăк та çаврака пичĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсен куçĕ пысăк, ниçталла та кускаламать, тӳрĕ кăна пăхать. Сăмса вĕçĕ кукăр авăнчăклă, вĕçĕ çекĕл евĕрлĕ. Тĕп апачĕ - шăши йышши чĕр чунсем. Сунара каçпа тухать, шăшисене куçĕпе курнинчен ытла хăлхипе питĕ лайăх илтет. Куçĕ те вĕсен питĕ çивĕч, уйрăмах инçетрине аван курать. Пăлханнă чухне тăмана куçĕпе мăчлаттарма тытăнать. Ытти кайăксем ăна юратсах каймаççĕ, тапăнса сăхма пултараççĕ. Тăманасем 20 çул таран пурăнаççĕ
Классификацилени
тӳрлетПирĕн тăрăхра тăманасен 11 тĕсĕ пур.
Анатоми уйрăмлăхĕсем
тӳрлетКĕскен пахалани: пысăк пуç, пысăк çаврака куçсем, сăмси кĕске, тискер. Çĕрле сунара тухать, шăппăн вĕçет, тĕкĕ çемçĕ, чĕрни вăрăм та çивĕч, сăнĕ тĕсĕпе асăрхама йывăр.
Культурăра
тӳрлетТăмана — ăсчахлăх символĕ, авалхи грексен Афина туррин атрибучĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Подборка статей и видовых очерков на сайте «Пернатые хищники России» (выр.)
- World Owl Trust 2006 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.(акăлч.)
- Тăмана символикăра 2009 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тăмана юратаканнисен клубĕ 2013 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку орнитологипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |