Тăваткаллатав (математика)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тăвткаллатав пăхăр.
Тăваткаллатав (лат. quadratura, тăваткал евĕрлĕ туни, тăваткаллатни) — математика терминĕ, вăл малтанхи вăхăтра хуть те мĕнле çийĕн, кĕлеткен лаптăкне тупассине пĕлтернĕ. Каярахпа пĕлтерĕш майĕпен улшăнса пынă[1]. Тăваткаллатавпа çыхăннă тĕллевчĕксем XVII ĕмĕр вĕçĕнче математикăлла анализ çăлкуçĕсенчен пĕри пулнă.
Интегралла шутлав çуралсан лаптăк тупасси интегралпа çыхăннă, çапла вара «квадратура» термин та «интеграл» (паллăллăхлă е паллăмарлăхлă) тенин символĕ пулса тăнă темелле. «Интеграла шутлассине тăваткаллатав теесси йăлана кĕнĕ»[2].
Хальхи вăхăтра терминпа сахал усă кураççĕ, анчах та хăшпĕр çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшесем пур.
- «тăваткаллатав формули» — паллăлăхлă интеграла çывхартса хакламалли формула;
- «тăваткаллатав патне илсе пырасси» («тăваткаллатапа палăртасси», «тăваткаллатавсемпе шутласси») — дифференциаллă танлăха шутлассине элементарлă функцисен комбинацийĕнчен илнĕ интеграл пек кăтартасси, урăхла каласан ак çапла , кунта элементарлă функци е вĕсен вĕçсĕр мар комбинацийĕ пулса тăрать.
Вуламалли
тӳрлет- История математики под редакцией А. П. Юшкевича в трёх томах, М.: Наука.
- Том 1 С древнейших времен до начала Нового времени. (1970)
- Том 2 Математика XVII столетия. (1970)
- Том 3 Математика XVIII столетия. (1972)
Каçăсем
тӳрлет- Бендукидзе А. Д. Архимед и квадратура параболы. Квант, 1971, № 7, стр. 7-10.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ . Квадратура (матем.). БСЭ. çăлкуçран архивланă 29 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2010.
- ^ Фихтенгольц Г. М.. Курс дифференциального и интегрального исчисления. — М.: Наука, 1960. — Т. II, § 264.