Тăваньялсем Çеркей
Тăваньялсем Çеркей (1886-1956) — çыравçă, унран та ытларах — культура ĕçлевçи, халăхшăн ĕçлекенсен витеревçи, вĕрентекен. Сăмахран, вăл Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи текен çынна тата ыттисене те çĕкленме хытă пулăшнă.
Тăваньялсем Çеркей | |
Сергей Семёнович Сорокин | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сергей Семёнович Сорокин |
---|---|
Суя ятсем: | Хайхи, Çимун ачи Çеркей, Тăваньялсем Çеркей тата ыттисем те |
Çуралнă вăхăт: | 1886 |
Çуралнă вырăн: | Кивĕ Тăваньял, Чĕмпĕр кĕперни, Пăва уесĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1956 |
Пăхăнулăх: | РСФСР ССРП CCCP |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ, çыравçă, публицист, вĕрентевçĕ, культура ĕçлевçи |
Пултарулăх çулĕсем: | 1900-1919 |
Жанр: | сăвă, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
Пурнăçĕ
тӳрлетТăваньялсем Çеркей (Сергей Семёнович Сорокин) 1886-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 15(27)-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Кивĕ Таваньялĕнче (халĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă[1].
1919-мĕш çулта Пăваран вĕрентевçĕсен пухăвĕнчен таврăннă чухне ăна хурахсем тапăнаççĕ, документсемпе çиелти тумне туртса илеççĕ, аллисене каялла çыхса пуçран тĕллесе переççĕ; вилнĕ тесе улăмпа витсе хăварççĕ[1]. Анчах та вăл сывă юлать, татах та нумай-нумай çул пурăнать.
Пултарулăхĕ
тӳрлетПаянччен сыхланнă сăввисем
тӳрлет1906-1907-мĕш çулсенче "Хыпар" хаçатпа çыхăнса ĕçленĕ, пичетленнĕ те.
Публицистика тата çырусем
тӳрлетТăваньялсем Çеркей Хветĕр Уярпа çыру çÿретнĕ, вĕсенчен хăшпĕрисем сыхланса юлнă, пичетленнĕ[1].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1, 2 тата 3 Юмарт Г.Ф. [Тăваньялсем Çеркей пирки.] — "Хыпар" хаçат, 2006, çĕртме, 16