Сӳтсе явасси:Шалти çунăм мотторӗ
Шалти çунăм двигателĕ. Двигатель хăй çунмасть. Çунаканнни — топливо. (Топливăна хăйне хутăм тенĕччĕ пулас) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:17, 24 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- Чăваш чĕлхин интересĕсене маларах хурсан, двигатель мар, моттор пулма тивĕçлĕ (турккăсенни пек). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:24, 24 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Тавах, эпӗ хирӗҫ мар. Ку хатӗр линк пулнипе. Ӗҫлемен (ҫук статьясен хӗрлӗ линксем) питӗ нумай. Шалти çунăм мотторӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 19:31, 24 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
- Кун пек пулсан "Двигатель" статьяна та "Моттор" теме тивет вара (Ăна халлĕхе çырман). Хĕрлĕ тĕс ытлашши нумай пулнă пирки лайăх каланă вара. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:49, 24 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Вӗсене мӗншӗн палӑртнипе ӑнланатӑп пулин те, ман шутпа вӗсенчен сиенӗ уссинчен ытла. Мӗншӗн тесен вӗсем ултавлӑн ҫук статья пек кӑтартса, статьине ҫыртарса дубль-статья туса ытти чӗлхесемпе ҫыхӑнтарма май памаҫҫӗ тата уссӑр ӗҫ тутараҫҫӗ. Е тата ӗлӗкрех ҫырнӑ статьясем тӑрӑх ҫӳренӗ чух тӗл пулса темӑпа пур статьясене ҫук пек кӑтартаҫҫӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 20:00, 24 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Вандал
тӳрлет188.243.183.50 — ку хутшанавçă вандал. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:46, 9 Нарӑс уйӑхӗн 2023 (UTC)
Шалти ҫуну двигателӗ
тӳрлетЯта улӑштарма сӗнетӗп. 1) «Двигатель» вырӑнне «мотор» (ҫапла ҫырмалла) ҫырни вырӑнлӑ пулнине тӗрӗслес пулать; «Ҫунӑм» вырӑнне «Ҫуну» усӑ курмалла. Словарьте ҫапла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:15, 10 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Двигатель — варваризм. Мотор та варваризм. Анчах та варрине тепĕр т лартсан варваризм пулма пăрахать. Тахçана двигателе «мăрăлкка» теме сĕннĕччĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:14, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Çуну, çунăм, çунав, ... — ку тута-маса ыйтăвĕ. Тавлашмалăх кунта çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 06:16, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тавлашасси мар, эсӗ ху тунӑ термина урӑххипе улӑштарасран хӑрасси ӗнтӗ кунта. Мӑн кӑмӑллӑх. Ҫавӑнпа ялан тавлашатӑн. Маншӑн ҫавах, ара эп хам тунине сӗнместӗп-ҫке… Словарьсенче тахҫанах пуррине кӑна. Варваризм та ҫӗнӗ термин хатӗрлемелли сӑлтав мар. Чи малта — пурне те ӑнланмалли пулмалла. Унсӑрӑн пач ҫӗнӗ чӗлхе йӗркеленет. Словарьсӗр ӑнланма ҫукки. Кирлӗ-и вӑл? Эпӗ те терминсене чӑвашлатассишӗн! Икӗ алӑпа! Икӗ урапа! Анчах ӑнланмалла мар пулса тухсан усси ҫук унашкал ӗҫӗн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:36, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Варваризмсенчен хăтăлса пымалла. Пурне те ăнланмалла пулаймасть. Мĕншĕн тесен тĕнчере чăвашла пĕлмен çынсем пайтах. Хăшпĕрисем пачах пĕлмеççĕ. Ну, çунăм вырăнне çуну лартатăн, тейĕпĕр. Анчах та мĕн парать ку сана? Нимле пайта та çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:44, 11 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)