Сӳтсе явасси:Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем

Юлашки сообщени: 2 месяца назад «Пĕрлештернĕ» темӑра Ellodanis5 ҫырнӑ

Пĕрлештернĕ

тӳрлет

Сыпнă, çыпăçтарнă, пухнă, пуçтарнă, çыхăнтарнă Штатсем теме те юрать.--Chuvash2014 (сӳтсе явни) 14:47, 16 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC) Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачӗсем - юрамасть-и вара, вырӑсла та, акӑлчанла та ҫапла, ятне улӑштармалла. Пĕрлешнĕ Штатсем темӗнле ҫӗршывӑн та пулма пултарать. Америка сӑмахпа усӑ курни криминал мар пулӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 21:00, 9 Юпа уйăхĕн 2020 (UTC)

Хуть Америкăн те, хуть Америкăри те, хуть Америка те — нимле уйрăмлăх та çук. «Пĕрлешĕннĕ» тенине вара самаях кукăртса каланă. Кирлĕ-и вăл? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:42, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Тахçан вырăсла Северо-Американские Штаты, тенĕ. Ун чухне Мексикăри штатсене (вĕсем кăнтăртисем ĕнтĕ!) те шута илнĕ пулнă. Халĕ вĕсем çине пăхмаççĕ те. Viktor (сӳтсе явни) 14:56, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Мексика та Çурçĕр Америка шутланать, сăмах май каласан. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:30, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

Чӑвашла

тӳрлет

Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачӗсем — ҫапла усӑ куратчӗҫ мар-и… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:40, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Гуглта шыраса пӑхрӑм: ҫак вариант ытларах тӗл пулать. Ыттисем те пур-ха… Словарьсенче, ҫӗннисенче, «Америка» тенипе ҫырлахнӑ.. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:43, 12 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Ак ăçтан сиксе тухнă хайхи «япала»! )) Унччен танлăх вырăнне танлаштару çыртарса чуна илни пурччĕ (Чăннипе вара танлаштару вăл уравнение мар, сравнение пулать чăваш чĕлхинче). ))) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:36, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Словарь талмуд мар, унпа диалектика еннелле пăхса усă курмалла. Viktor (сӳтсе явни) 15:03, 26 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла
Диалектика вăл йĕп вĕçĕнче миçе шуйттан иккенне шутласа лармаллине пĕлтĕрмест. Тĕк тăмалла вырăнтах проблема çуратма кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 19:28, 10 Юпа уйӑхӗн 2024 (UTC)Хуравла

«Пĕрлешĕннĕ» сăмахăн пĕлтерĕшĕ

тӳрлет

«Хăйне хăй пулнине« пĕлтерекен сăмах. Хистевле залог (чăннипе чăваш чĕлхинче залог категорине пăхсах каймаççĕ, анчах вăл пур). США «хайне хăй» пулса кайман. Ăна çынсем тунă. Тепĕр тесен, вăл та, ку та ниме те пĕлтермест. Паллах, пĕрлешÿллĕ тенине ним те çитмест. Апла-капла кукăртама нимле сăлтав та çук. Çĕршыв ятĕнчен юри ятарласа чăвашла аббревиатура тума та сăлтав çук. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:18, 27 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)Хуравла

Вернуться на страницу «Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем».