Сэйдзи Одзава
Сэйдзи Одза́ва (яп. 小澤 征爾?, авăн, 1, 1935 — нарăс, 6 2024) — япон дирижёрĕ.
Сэйдзи Одзава | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Тулли ят | 小澤 征爾 |
Çуралнă вăхăт | авăн, 1, 1935 |
Çуралнă вырăн | Маньчжоу-го, |
Вилнĕ вăхăт | нарăс, 6 2024 |
Патшалăх | Япони |
Профессисем | XX, XXI ĕмĕрсенчи япон дирижёрĕ |
Жанрсем | ĕлĕкхи тата хальхи академилли мусăк, авангард |
Биографи
тӳрлет1935 çулхи авăнăн 1-мĕшĕнче Маньчжоу-гора çуралнă.
Токиори Тохо Гакуэн аслă мусăк шкулне (Toho Gakuen School of Music), фортепиано уйрăмне вĕренме кĕнĕ, çапах та пианист карьерине тăсайман — регби вăййинче пӳрнисене амантнă.
1959 çулта Тохо Гакуэн шкулĕнче дирижёр (Хидэо Сайто патĕнче) дипломĕпе вĕренсе тухнă, çав çултах Безансонри тĕнчери çамрăк дирижёрсен конкурсĕнчи пĕрремĕш премие тивĕçнĕ.
Кайран Бостон симфони оркестрĕнче Шарль Мюнш патĕнче, Берлин филармони оркестрĕнче Герберт фон Караян патĕнче ăсталăха туптанă.
1961 çулта Нью-Йорк филармони оркестрĕнче Леонард Бернстайн патĕнче иккĕмĕш дирижёр вырăнĕнче тăрăшнă.
1965—1970 çулсенче — Торонто симфони оркестрĕн мусăк директорĕ, 1969—1976 çулсенче — Сан-Франциско симфони оркестрĕн мусăк директорĕ.
1973—2002 çулсенче — Бостон симфони оркестрĕн мусăк ертӳçи. 2002—2010 çулсенче — Венăри патшалăх оперин мусăк ертӳçи.
2004 çулта Швейцари тĕнчери мусăк академине йĕркеленĕ.
2011 çулта чире кĕрсен 2012 çул пуçланиччен концертсене ирттермен[1].
Репертуар
тӳрлетАудио- тата видео çине çырнă хайлавĕсем:
- Иоганнес Брамс (пур симфони),
- Клод Дебюсси,
- Густав Малер,
- Феликс Мендельсон,
- Оливье Мессиан,
- С. С. Прокофьев (пур симфони),
- Морис Равель,
- Тору Такэмицу,
- П. И. Чайковский,
- Арнольд Шёнберг,
- А. Г. Шнитке,
- Рихард Штраус.
Литература
тӳрлет- A documentary film by Peyer Gelb. «Ozawa». Mayseles brothers film. CBS/Sony., 1989
- Russell L., Smedvig C. Seiji: an intimate portrait of Seiji Ozawa. Boston: Houghton Mifflin Co., 1998
Асăрхавсем
тӳрлетШаблон:Сан-Франциско симфони оркестрĕн мусăк ертӳçисем Шаблон:Бостон симфони оркестрĕн тĕп дирижёрĕсем