Суя мăян
Суя мăян (лат. Chenopódium) — пĕр çул ÿсекен, икĕ çул ÿсекен, сайра хутра нумай çул ÿсекен курăкла ӳсентăрансен, татах та сайрарах тĕмле, йывăçла ÿсентăрансен речĕ. Вĕсем Амарант йышшисем (Amaranthaceae) шутланаççĕ.
Раççей территорийĕнче 30 тĕс таран шутланать.
Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.
Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.
Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.
Асăрхавсем
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Ильин М. М. Марь — Chenopodium // Флора СССР : в 30 т. / гл. ред. В. Л. Комаров. — М. ; Л. : Изд-во АН СССР, 1936. — Т. 6 / ред. тома Б. К. Шишкин. — С. 41. — 956, XXXVI с. — 5200 экз.
- Дмитриева-Салонтаи Юдит. Чувашские народные названия дикорастущих растений (Сравнительно–исторический и ареальный аспект). (Studies in linguistics of the Volgaӳregion). Т. 1. 2000. 211 с. : портр. (Studies in linguistics of the Volgaӳregion). Тит. л., предисл. англ. Библиогр.: с. 193–208. Слов. чув.–рус.–латин. нар. назв. трав: с. 159–187.
- Дмитриева-Салонтаи Юдит. Названия растений на уроках чувашского языка // Чӑваш чӗлхипе литератури: Теори тата методика: Ст. пуххи / Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен ин–чӗ; Чӑваш патшалӑх педагогика ун–чӗ. Шупашкар, 1999. С. 107–110.
- Дегтярёв Г. А. Чувашская народная агроботаническая терминология 2022 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.. Чебоксары: ЧГИГН, 2002. 140 с.
- Дегтярёв Г. А. О номинации трав в чувашском языке // Советская тюркология. 1986. № 1. С. 75—78