Суслин Андрей Александрович

Суслин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Андре́й Алекса́ндрович Су́слин (27.12.1950, Ленинград — 10.9.2018, Санкт-Петербург) — XX, XXI ĕмĕрсенчи совет раççей тата американ математикĕ, алгебра облаçĕнчи, уйрăмăнах алгебрăлла К-теоринчи тата унăн алгебрăлла геометрипе çыхăнăвĕсенчи специалисчĕ. Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1977).

Андрей Александрович Суслин
Çуралнă вăхăт: 1950, раштав, 27
Çуралнă вырăн: Ленинград, СССР
Вилнĕ вăхăт: 2018, утă, 19
Вилнĕ вырăн: Санкт-Петербург, РФ
Ăслăх сфери: математика
Ĕç вырăнĕ: РĂА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институчĕн Санкт-Петербургри уйрăмĕ
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Ленинградри патшалăх университечĕ
Ăслăх ертӳçи: М. И. Башмаков
Паллă вĕренекенсем: И. А. Панин
Чыславсемпе парнесем


Коул парни

Шаблон:Ленин комсомолĕн парни

Биографи

тӳрлет

Ача чухнех ăс-тăнĕпе математика еннелле туртăннă, тĕрлĕ шайри математика олимпиадисене хутшăннă[1]. 1967 çулта Тĕнчери математика олимпиадинче ылтăн медале тивĕçнĕ[2]. 1967 çулта 239-мĕш №-лĕ физика-математика лицейĕнче[3], 1972 çулта — Ленинградри (ЛПУ) патшалăх университечĕн математика-механика факультетĕнче вĕренсе тухнă.

1974 çулта физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ степенне илес тесе диссертацие хӳтĕленĕ (ăслăх ертӳçи — М. И. Башмаков), 1977 çулта физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ пулса танă. 1969—1975 çулсенче ЛПУ çумĕнчи 45 №-лĕ специализациленĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ[4], 1973—1977 çулсенче ЛПУ-ра, 1977 — СССР ĂА В. А. Стеклов ячĕллĕ Математика институчĕн Ленинградри уйрăмĕнче ĕçленĕ[5].

1994 çултанпа Çурçĕр-Анăç университетĕнче[6] (акăл. Northwestern University) (Эванстон, Иллинойс штачĕ, АПШ) профессор вырăнĕнче тăрăшнă. «Journal of K-theory» журнал редколлегин пайташĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

тӳрлет

1976 çулта полиномсен унки çинчи ирĕклĕ модульсемпе проекци модулĕсен хушшинчи танлашусене ăнлантаракан Серр гипотезине тăна кĕртнĕ.

1982 çулта А. С. Меркурьевпа пĕрле Брауэр групписене кĕрекен Меркурьев — Суслин теоремине тăна кĕртнĕ.

1978 тата 1986 çулсенче А. Суслина Тĕнчери математиксен конгресне доклад тума чĕннĕ, 1986 çулта ăна пленумра доклад вулама ирĕк панă[7].

А. Суслин 60 çул юбилейне чысласа 2010 çулта «Journal of K-theory»[8] тата «Documenta Mathematica»[9] журналсен ятарлă кăларăмĕсем тухнă.

Чысланисем

тӳрлет

Хăшпĕр публикацисем

тӳрлет
  • Меркурьев А. С., Суслин А. А. K-когомологии многообразий Севери–Брауэра и гомоморфизм норменного вычета // Изв. АН СССР. Сер. матем.. — 1982. — Т. 46. — № 5.
  • Панин И. А., Суслин А. А. Об одной гипотезе Гротендика, касающейся алгебр Адзумайа // Алгебра и анализ. — 1997. — Т. 9. — № 4.
  • Andrei Suslin, Eric M. Friedlander, Christopher P. Bendel. Support varieties for infinitesimal group schemes // J. Amer. Math. Soc.. — 1997. — Vol. 10. — № 3. — P. 729-759.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Известно уникальное достижение Андрея: в 1963 году, будучи шестиклассником, он на Ленинградской математической олимпиаде завоевал дипломы первой степени в параллелях 6-х, 8-х и 10-х классов. — Фомин Д. В. Санкт-Петербургские математические олимипиады. — СПб.: Политехника, 1994. — ISBN 5-7325-0363-3
  2. ^ Результаты А. Суслина на Международной математической олимпиаде
  3. ^ Сайт ФМЛ № 239
  4. ^ 45 интернат. Учителя. Выпускники. Воспоминания. / М. А. Горяевпа Ю. В. Суховершина ред.. — СПб: «КРОМ», 2009.
  5. ^ Суслин, Андрей Александрович // Большая биографическая энциклопедия
  6. ^ Профиль А. Суслина 2010 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Йĕркелĕхпе пленумра доклад тума çынна пурнăçĕнче пĕрре çеç ирĕк параççĕ.
  8. ^ Special Issue in honor of Andrei Suslin on his 60th birthday 2012 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ., «Journal of K-theory», doi=10.1017/is010006004jkt124
  9. ^ Extra Volume: Andrei A. Suslin’s Sixtieth Birthday (2010), Documenta Mathematica.
  10. ^ Список награждённых премией Санкт-Петербургского математического общества
  11. ^ 2000 Cole Prize

Каçăсем

тӳрлет