Студень, е Студĕн, çаплах сÿтĕн е стутĕн (вырăсла холодец те теççĕ) — аш-пăш таткиллĕ аш-какай бульонне сивĕтсе желе евĕрлĕ массăна çăралса çитнĕ çиме. XVI ĕмĕртенпе ăна апата лартаççĕ[1]

Студень
студень, холодец
хĕренлĕ студенĕ
Компонентсем
Кирлисем сысна какайĕ, ĕне какайĕ, сысна тата ĕне субпродукчĕсем
Май пуррисем чăх ашĕ
Пĕрпек çимесем
Шаблон:Карточка/Викикĕнеке

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Студĕн (холодец) заливное çимен тепĕр тĕсĕ пулмасть, мĕншĕн тесен заливное çимесен желе евĕр консистенцине желе тăвакан япалалăхсем — желатин тата агар-агар — параççĕ, холодеца пĕçернĕ чухне урăх нимĕн те хушмаççĕ.

Холодец тата студĕн, тутанса пăхсан, пĕррех, темелле. Раççей Федерацин çурçĕр тата çурçĕр-анăç регионĕсенче студень, кăнтăр тата кăнтăр-тухăç çĕрĕсенче ытларах холодец теççĕ[2]. Çакăнсăр пуçне, хăш чухне сысна е сысна-ĕне какайĕнчен пĕçернĕ бульона, ĕне какайĕнчен хатĕрленĕ бульонран уйăрассипе «холодец» тесе асăнаççĕ[2].

Çавăн пекех, урăх наци кухнинче те, студĕнĕн аналогĕсем пур, сăмахран, грузинсен мужужи, молдавансен автан студĕнĕ.

Апата кĕртни

тӳрлет

Идеалра студĕне ĕне пуçĕнчен, пуç миминчен тата урисенчен хатĕрлеççĕ, анчах та май пур таран урасенчен, аш-пăш таткисенчен, хӳресенчен те пĕçереççĕ[3]. Холодеце сысна какайĕнчен тăвас тесен, сысна хăлхисене, хӳрисене, урисине пĕçереççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, студĕне тунă чухне пусса тирпеленĕ выльăхăн желе пулакан япалалăхĕсемпе усă кураççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ см. Домострой
  2. ^ 1 тата 2 В. В. Похлёбкин О кулинарии от А до Я. Кулинарный словарь
  3. ^ Игорь Сокольский Русский холодец, заливное, галантин // Наука и жизнь. — 2017. — № 12.