Сорокин Николай Михайлович
Сорокин Николай Михайлович (8.7.1941, Аслă Ăнă ялĕ, Теччĕ районĕ, Тутар АССР çур.) — чăваш çыравçи, публицисчĕ, пĕрлĕх ĕçченĕ.
Николай Сорокин | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сорокин Николай Михайлович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1941, утă, 8 |
Çуралнă вырăн: | Аслă Ăнă ялĕ, Теччĕ районĕ, Тутар АССР |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш çыравçи, публицисчĕ |
Жанр: | илемлĕ проза, публицистика |
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс, чăваш |
Чыславсем: | Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ; Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ |
Тутар АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1988), Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕ (1994), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2002), Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2017)[1].
Биографи
тӳрлетНиколай Сорокин 1941 çулта утăн 8-мĕшĕнче Тутар АССР йышĕнчи Теччĕ районĕн Аслă Ăнă ялĕнче, тимĕрçĕ çемьинче çуралса ӳснĕ. 1958 - 1959 çулсенче - Тутар АССР «Большевик» колхозĕнче вăй хунă. 1959-1961 çулсенче Теччĕ педагогика училищинче пĕлӳ илнĕ. 1961-1962 çулсенче Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1962-1965 çулсенче - чикĕ хуралĕ çарĕсен хĕсметĕнче, Туркмен ССР çĕрĕнче, тăнă.
1965-1969 çулсенче - Хусан патшалăх университечĕн студенчĕ. 1969-1977 çулсенче - «Советская Татария» хаçат редакцинче литература ĕçтешĕ, промăçлăх уйрăмĕн ертӳçи. 1977-2013 çулсенче - Тутар АССР/Тутарстан Республикинче ТАСС харпăр корреспонденчĕ.
Чăвашла «Сувар» хаçатпа «Шурăмпуç» журнала йĕркелесе янă, тĕп редакторĕ пулса ертсе пынă.
2013 çултанпа - Тутарстанри чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономи канашĕн пайташĕ.
Хайлавĕсем
тӳрлет11 кĕнеке пичетленĕ, çав шутра роман-трилоги «Вечная Волга».
Пайăр пурнăç
тӳрлетАрăмĕпе виçĕ ачана çуратса ӳстернĕ. Виçĕ мăнук пур.
Чыслани
тӳрлет- Тутар АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (1988)
- Алексей Талвир ячĕллĕ литература премийĕ (1994)
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ (2002)
- «Хусан 1000 çул тултарнине асăнмалăх» медаль (2005)
- Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2017)