Сонет (Хумма Çеменĕн сăвви)

СонетХумма Çеменĕ 1925-мĕш çулччен çырса çав çулхине «Сунтал» журналта пичетлеттерсе кăларнă сăвă[1]

Сонет
Сонет
[[Ӳкерчĕк:
| 200px| Кăларăм]]
Жанр: сăвă
Автор: Хумма Çеменĕ
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул <1925>
Пичетленĕ: 1925-мĕш çултан пуçласа
Уйрăм кăларăм: уйрăм кăларăмпа тухман
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сонет (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Икĕ хутлă шурă çуртăн шурă пÿлĕмне
Электриццă ламппăчкийĕ çутă çутнă чух,
Иккĕн эпĕр… иккĕн вăрттăн пăшăлтатнине
Сассăр сывлăш итлесессĕн, эсĕ: «Ай, турух!» –
Терĕн ятăн çăмăлттайăн çăмăл юррине.
– Турă пур вăл, ан чĕн хирĕç, айтăр венчете! -
Терĕн хыттăн, пуç устармăш, эсĕ – ух-ху-у-ух!
Шухăшларăм, ăш каларĕ: «Паттăр пул, Пракух!..»
Çав çĕр хыççăн, эсĕ, чунăм, нимсĕрех мана:
– Хыт чĕреллĕ… юратмастăн, – терĕн çиленсе…
Иртрĕ Вăхăт. Çĕнчĕ ĕнтĕ çĕнĕ самана.
Шухăшсем те çĕнчĕç… килчĕç ĕнтĕ çĕнелсе.
Эс те, сар хĕр, халĕ ĕнтĕ урăхлантăн çак:
– Венчете айта тесе те, – каламастăн ак.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Владимирова Ольга Геннадьевна.ПОЭТИЧЕСКОЕ МАСТЕРСТВО СЕМЕНА ХУММЫ / Актуальные вопросы исследования и преподавания родных языков и литератур: материалы Междунар. науч.-практ. конф. (Чебоксары, 16 ноября 2019 г.) / редкол.: Ж.В. Мурзина [и др.]. – Чебоксары: ИД «Среда», 2020. – 420 с. // — С.39.