Скрябин Константин Иванович

Скрябин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Константи́н Ива́нович Скря́бин (Раштавăн 7-мĕшĕнче 1878, Санкт-ПетербургЮпан 2-мĕшĕнче 1972, Мускав) — вырăс биологĕ, Раççей патшалăхĕнчи гельминтологи ăслăлăхне никĕслекен, СССР ĂА (1939 академикĕ ), ВАСХНИЛ академикĕ (1935), СССР Медицина ăслăлăхĕсен академин (1944) академикĕ , Социаллă Ӗç Паттăрĕ (1958).

Скрябин Константин Иванович
Ӳкерчĕк:Skrjabin K I.jpeg
Çуралнă вăхăт: 7 раштав 1878
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург , Раççей Империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 2 юпа 1972
Вилнĕ вырăн: Мускав
Патшалăх:

Раççей Империйĕ, ССРС

Ăсчах степенĕ: Шаблон:Ăслăх шайĕ Шаблон:Ăслăх шайĕ Шаблон:Ăслăх шайĕ
Ăсчах хисепĕ: СССР ĂА академикĕ, ВАСХНИЛ академикĕ, СССР МĂА академикĕ
Альма-матер: Юрьев (Тарту) ветеринари институчĕ
Чыславсемпе парнесем


Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ Шаблон:Кириллпа Медофи орденĕ Шаблон:Георги Димитров орденĕ
Ленин премийĕ Сталин парни Сталин парни
|
Чĕрĕ çутçанталăкăн систематикĕ
Шаблон:Biologist

Кун-çулĕ

тӳрлет

1905 çулта К. И. Скрябин Юрьев (Тарту) ветеринари институтне пĕтерет. 1911 çулччен Вăтам Азинче, 1917 çулччен Петербург\Петербургра ветеринари врачĕ пулса ĕçлет. 1917—1920 çулччен Константин Иванович Дон ветеринари институтĕнче (Новочеркасск) профессор. 1920 çулта Скрябин Мускава куçать, унта вăл 1920-1931 çулсенче Экспериментлă ветеринари патшалăх институтĕнче (халĕ РЯĂАăн Пĕтĕм Раççейри эксперименталлă ветеринарин ăслăлăх-тĕпчев институчĕ) хăй никĕсленĕ гельмитологи уйрăмне ертсе пырать. 1931 çулта уйрăмран Пĕтем Союзри гельминтологи институтне (халĕ Пĕтĕм Раççейри гельминтологи ăслăлăх-тĕпчев институчĕ) тăваççĕ. Скрябин 1957 çулчен ун диреторĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах (1920 çултан) вăл Мускаври ветеринари институчĕн (халĕ К.И. Скрябин ячĕллĕ Мускаври ветеринари медицинипе биотехнологин академийĕ) паразитологи кафедрин заведующийĕ, 1921—1949 çулсенче - Тропик институчĕн (халĕ Е. И. Марциновский ячĕллĕ медицина паразитологипе тропик медицини институчĕ) гельминтологи уйрăмĕн пуçлăхĕ. 1939 çулхи кăрлачăн 29 -мĕшĕнче К. И. Скрябина СССР ĂАин математикăпа естество ăслăлăхĕсен уйрăмĕн пайташне суйлаççĕ. Специальность - «Гельминтологи, пĕтĕмĕшле ветеринари». 1940 çулта Скрябин хăй никĕсленĕ Пĕтем Союзри (Пĕтем Раççейри) гельминтологсен ушкăнне ертсе пыма тытăннă. 1942 çултан СССР ĂА гельминтологи лабораторин (халĕ РĂА паразитологи институчĕ) дирĕкторĕ. 1956-1961 çулсенче ВАСХНИЛ вице-президентчĕ. Скрябин Георгий Константинович академикăн ашшĕ, Скрябин Констанитин Георгиевич(ĕçлемен каçă) академикăн аслашшĕ.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Тĕпчевсене гельминтсен морфологийĕ, биологийĕ, филогенийĕ, систематики, экологийĕ, эпизоотологийĕ и эпидемиологийĕ. К. И. Скрябина ертсе пынипе 300 ытла экспедици иртернĕ, ку тĕпчевсем çынсемпе вылăхсен гельминтофаунине пĕлме пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, тата медицинăпа ветеринарин сыватмалли ĕç комплексĕсене хатĕрлеме пулăшнă. Скрябин 200 ытла гельминтсен çĕне тĕсĕсене тупса çырса кĕтартнă, 120 гельминтсен ăруне никĕсленĕ.Ăслăлăх ăнлавĕсем кĕртнĕ:

  • хушăм тата резервуар хуçисем,
  • транзитла паразитизм,
  • симбиопаразитизм,
  • биогельминтоз,
  • геогельминтоз.

Тĕп ĕçĕсем

тӳрлет
  • Основы ветеринарной нематодологии / Соавт. А.М. Петров. — М.: Колос, 1964. — 527 с.
  • Строительство гельминтологической науки и практики в СССР. В 3 т. / Соавт.: Н.П. Шихобалова и др.; АН СССР. Гельминтол. лаб. — М.: Изд-во АН СССР, 1962–1967.
  • Трематоды животных и человека: Основы трематодологии: В 25 т. / АН СССР. Гельминтол. лаб. — М.: Наука, 1947–1974.


Чысĕсем

тӳрлет
  • Сталин парни лауреачĕ — 2 хут 1941, 1950.
  • И. И. Мечников ячĕллĕ СССР ĂА ылтăн медалĕ - 1949.
  • Ленин парни лауреачĕ- 1957.
  • Социаллă Ӗç Паттăрĕ 1958.
  • Ленин орденĕн кавалерĕ - 6 хут.
  • СССрăн тата 4 орденĕпе медальсем.
  • 1972 çулта Скрябин К.И. ятне Пĕтем Раççейри гельминтологи ăслăлăх-тĕпчев институтне, 1973 çулта Мускаври ветеринари академине панă.
  • 1973 çулта ВАСХНИЛ (1992 çултан — РЯĂА) паракан К.И.Скрябин ячĕллĕ ылтăн медаль туса хунă.
  • В Мускавра Скрябин академикăн урамĕ пур.

Каçăсем

тӳрлет