Скиткĕ (юханшыв)

Скиткĕ (выр. Скитка) — Чулхула облаçĕнчи пĕчĕк юханшыв, Пуш шывĕн сулахай юппи.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Юханшыв çăлкуçĕ Шерстниха ялтан пилĕк çухрăм çурçĕр-хĕвеланăçалла, вăрманта вырнаçнă. Ытларах пайĕпе кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхать. Шерстниха ялĕнчен пĕр çухрăм кăнтăр-хĕвеланăçнелле Пуш шывне юхса кĕрет.

Скиткĕ шывăн юппийĕсем сахал, пысăккисем çук. Шурлăхлă вăрман тăрăх юхать, çавна пула çынсем ун тăрăхĕнче пурăнмаççĕ.