Сизов Пётр Владимирович

Сизов Пётр Владимирович (1921 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕ, Турхан ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни1996 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен), — график, СССР ӳкерçĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1961 ç.)[1]. Валентин Петрович Сизовăн ашшĕ.

Пётр Сизов
Фотографи
Çуралнă чухнехи ят: Сизов Пётр Владимирович
Çуралнă вăхăт: 1921 çулхи утă уйăхĕн 2
Çуралнă вырăн: Турхан ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1996 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики
Вĕренӳ: Улатăрти ӳнер–гравёр училищи
Парнесем: Чăваш АССР К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи Чăваш халăх ӳкерçи

Кун-çулĕ тӳрлет

Хусан кĕпернине кĕнĕ Етĕрне уесĕн Турхан ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Çĕмĕрле районĕ) 1921 çулхи утă уйăхĕн 2-мешĕнче çуралнă. Улатăрти ӳнерпе гравировкă шкулĕнче (1936-1940) вĕреннĕ, Пĕтĕм союзăн ӳнер институтĕнче кĕрет мар енĕпе (1968) вĕренсе тухнă. 1940 çулпа 1991 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче ӳкерçĕ пулса ĕçленĕ.

1990 çулта Чăваш халăх ӳкерçи ятне панă, 1996 çулта Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.

1996 çулхи утă уйăхĕн 6 Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлнă.

Ĕçĕсем тӳрлет

Кĕнекесене илемлетни тӳрлет

  • В. Бараевăн «Али-Батыр» (1940);
  • Яков Ухсайăн «Соболевая шапка» (1947);
  • Петĕр Хусанкайăн «Юмахсем» (1953);
  • В. Бурнаевскийăн «Море волнуется» (1957);
  • К. Ивановăн «Нарспи» (1959, 1967).

Ярăмсем тӳрлет

  • «Нарспи» линогравюрисем (1965);
  • «Просветитель чувашского народа И. Я. Яковлев» (1987).

Вуламалли тӳрлет

  • Тьваш М., "Композитор пластической мелодии", Советская Чувашия, 1996çулхи çавăн 28-мĕшĕ.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет