Сидорова Анжелика Александровна

Анжелика Александровна Сидорова (28.6.1991, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — шăчăпа сикекен раççей çăмăл атлечĕ, 2019 çулхи тĕнче чемпионки[1], 2014 çулхи Европа чемпионки, 2015 çулхи залри Европа чемпионки. Ултă хутчен Раççейри залри чемпионка (2014—2019), икĕ хутчен Раççейри чемпионка (2014, 2015).

Анжелика Сидорова

Анжелика Сидорова, 2021, çурла.
Пайăр хыпар
Арлăх: хĕрарăм
Тулли ят: Сидорова Анжелика Александровна
Гражданлăх: РФ
Ăстаçăлăх: шăчăпа сикесси
Çуралнă вăхăт: 1991, çĕртме, 28
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР, ССРП
Професси карьери: 2008 — х.в.
Тренер(сем): Абрамова С.А.

Биографи тӳрлет

Мускавра çуралнă, 405 № СОШ-ра вĕреннĕ. «Мускав яшлăхĕ» физкультура-спорт пĕрлешĕнĕвĕнче, Чăваш Республикин А. Игнатьев ячĕллĕ спорт командисене хатĕрлекен центрĕнче ăсталăхне туптанă. 2014 çулта Раççей патшалăхĕн физкультура, спорт тата туризм университетĕнче вĕренсе тухнă[2].

Карьера тӳрлет

2010 çулта тĕнчери юниорсен чемпионатĕнче Анжелика 4-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ. 2013 çулта Темпере хулинче (Финлянди) çамрăксен Европа чемпионатĕнче кĕмел медале тивĕçнĕ. 2013 çулхи залри Европа чемпионатĕнче бронза призёрĕ пулать, 2014 çулта вара, залри тĕнче чемпионатĕнче Сопотăра (Польша), кĕмĕл приза тивĕçет. Пĕрремĕш ылтăна Анжелика Сидорова Европа чемпионатĕнче 2014 çулта Цюрихре (Швейцари) 4,65 м çӳллĕше сиксе, тивĕçет.

Тĕп результатсем тӳрлет

Тĕнчерисем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет