Серпухов уесӗ
Серпухов уесӗ — Мускав кӗпӗрни йышӗнчи администрациллӗ виҫе, 1929 ҫулчен пулнӑ. Центрӗ — Серпухов хула.
Географи
тӳрлетУес Калуга тата Тула кӗпӗрнисемпе, ҫавӑн пекех Мускав кӗпӗрнин Коломенски тата Подольск уесӗсемпе чикӗленнӗ, 2,6 пин тв. ҫм яхӑн йышӑннӑ. Уес ҫийӗ хумлӑ-хумлӑ, ҫакӑ уйрӑмах юханшывсен ҫыранӗсем ҫывӑхӗнче палӑрать. Тӑпра ытларах пайӗпе юшкӑнлӑ тата хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ, тырӑ ӳстерме меллӗ; хӑйӑрлӑ тӑпра ытларах уесӑн кӑнтӑр пайӗсенче тӗл пулать. Ҫарансем ытларах кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ; уйрӑмах Ока тӑрӑх улӑхсем лайӑх. Вӑрмансем уесӗн пӗтӗм лаптӑкӗн ҫуррине яхӑн йышӑннӑ, хутӑш йывӑҫран (хурӑн, хыр, юман тата ытти те) тӑнӑ. Пӗтӗм уес Тула кӗпӗрнинчен уйӑрса кӑнтӑр чиккипе юхакан Ока юханшывӗн системинче пулнӑ. Ока шывӗн юпписенчен Нарӑпа Лопасня уес урлӑ юхса каҫнӑ, Протва хӑйӗн анат юхӑмӗнче ҫеҫ унӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ чиккине перӗннӗ, Каширка уесӑн хӗвелтухӑҫ енне юхнӑ. Кӳлӗсем кӑнтӑрта, айлӑмсен хушшинче, Ока ҫыранӗсем тӑрӑх кӑна вырнаҫнӑ пулнӑ.
Халӑх йышӗ
тӳрлет- 1897-мӗш ҫул — 112,0 пин ҫын.
- 1926-мӗш ҫул — 143,9 пин ҫын.
Истори
тӳрлетСерпухов уесӗ вӑтам ӗмӗрсенчен паллӑ. Юридици йӗркипе II Екатерина 1781 ҫулта административлӑ реформа ирттернӗ вӑхӑтра калӑпланнӑ. 1929 ҫулта пӑрахӑҫланӑ, унӑн территорийӗ вырӑнӗнче Серпухов районне туса хунӑ.
Административлӑ пайланӑвӗ[вулӑс ячӗсене тӗрӗслес пулать]
тӳрлет1917 ҫулта уеса Алексеевски, Бавыкино, Белопесоцки, Бадеево, Васильево, Вельяминово, Высоцки, Киясово, Липитински, Пущински, Семёновски, Стремиловски, Турово, Хатунь вулӑсӗсем кӗнӗ.
1918 ҫулта вулӑссен шучӗ 10 юлнӑ: Алексеевски, Бавыкино, Жилёво, Лопаснински, Михневски, Хулаҫум, Семёновски, Стремиловски, Турово, Хатунь. 1924 ҫулта Бавыкино вулӑсне Лопаснинскипе пӗрлештернӗ, Алексеевски вулӑсне Лопаснински, Хулаҫум тата Стремиловски хушшинче уйӑрса тухнӑ. Жилёв вулӑсне Кашир уесне куҫарнӑ, Кашир уесӗнчен Серпухов вулӑсне Липецк вулӑсне куҫарнӑ.
Уеса ертсе пынӑ дворянсем
тӳрлетХӗсметре тӑнӑ вӑхӑт | Ячӗ | Титулӗ, чинӗ, званийӗ |
---|---|---|
1782—1785 | Нащокин Пётр Фёдорович | двор канашҫи |
1785—1788 | Дубенский Сергей Алексеевич | майор |
1788—1791 | Колтовской Фёдор Дмитриевич | артиллери капитанӗ |
1791—1794 | Васильчиков Василий Николаевич | бригадир |
1794—1798 | Тимашев Алексей Иванович | контр-адмирал |
1798—1799 | Новиков Александр Борисович | коллеги канашҫи |
1799—1807 | Карачаров Пётр Алексеевич | капитан |
1807—1810 | Свербеев Николай Яковлевич | статский советник |
1810—1814 | Щербатов Дмитрий Михайлович | князь, полковник |
1814—1820 | Васильчиков Кирилл Васильевич | гварди полковникӗ |
1820—1823 | Вяземский Сергей Сергеевич | князь, генерал-майор |
1823—1826 | Еропкин Михаил Николаевич | коллеги канашҫи |
1826—1832 | Нащокин Александр Петрович | вӑрттӑн канашҫӑ |
1832—1838 | Васильчиков Николай Иванович | генерал-майор |
1838—1844 | Боборыкин Андрей Александрович | флота капитан-лейтенант |
1844—1847 | Васильчиков Николай Иванович | генерал-майор |
1847—1853 | Шаховской Дмитрий Фёдорович | князь, поручик |
1853—1856 | Пафнутьев Иван Михайлович | подполковник |
1856—1862 | Сорохтин Иван Иванович | артиллери подпоручикӗ |
1862—1867 | Шаховской Дмитрий Фёдорович | князь, поручик |
1867—1872 | Майлевский Михаил Александрович | гварди полковникӗ |
1872—1873 | Семёнов Фёдор Алексеевич | гварди полковникӗ |
1873—1875 | Тарновский Константин Августинович | двор канашҫи |
1875—1878 | Чельцов Егор Васильевич | статский советник |
1878—1908 | Рюмин Пётр Михайлович | коллеги канашҫи |
1908—1917 | Янов Платон Алексеевич | статский советник |
Асӑрхаттарусем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Водарский Я. Е. Опыт составления исторических карт землевладения Серпуховского и Оболенского уездов по переписи 1678 г. // Славяне и Русь. — М.: Наука, 1968. — С. 274—281.
- Веселовский С. Б., Перцов В. Н. Исторические кары Подмосковья / подгот. К. А. Аверьянов, Л. Е. Додэ. М., 1993. — 58 с.