Селижар
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Селижар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Селижар, — Тверь облаçĕн Селижар районĕн тĕпĕ, хула евĕрлĕ посёлок. Хула Селижарпа Песочня юханшывсем Атăла юхса кĕнĕ вырăнта ларать. Твере çитме 189 çухрăм.
2006 çулта кунта 7,2 пин çын пурăннă.
Посёлок кун-çулĕ
тӳрлетКу вырăна чи малтан 1504 çулта асăнса хăварнă. 1764 çулччен Троицки мăнастырĕн çĕрĕ пулнă. XIX ĕмĕр варринче суту-илӳ тумалли пысăк центр шутланнă. Каярах вара вăрман сутмалли вырăн пек паллă пулнă. 1916 çулта яла чукун çул çитнĕ. 1937 çулта ăна хула евĕр посёлок шайне хăпартнă.
1941 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕпе 1942 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕ хушшинче нимĕçсен аллинче пулнă.
Экономика
тӳрлетПосёлокра кантăк тата консерва тăвакан заводсем, вăрман хуçалăхĕ, кантăр завочĕ, йывăç касакан предприяти, сĕт-çу завочĕ, çăкăр комбиначĕ пур.
Паллă вырăнсем
тӳрлет- Пётрпа Павел чиркĕвĕ. 1610 çулта туса лартнă. Халĕ унтан стена пайĕ кăна юлнă.
- Краеведени музейĕ.