Селиванова Зоя Павловна
Селиванова Зоя Павловна (1898-1985) — чăваш юрăçи (сопрано).
Зоя Селиванова | |
Çуралнă вăхăт | 1898 |
---|---|
Вилнĕ вăхăт | 1985 |
Патшалăх |
РСФСР, СССР |
Профессисем | юрăç |
Жанрсем | халăх юрри |
Кунçул
тӳрлет
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)<Куçару: >
"Аслă мусăк пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш профессилле чăваш хĕрарăм-юрăçă" тенĕ пирки
тӳрлетЧылай авторсем З.П. Селиванова пирки "чăвашран тухнă тата аслă мусăк пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш профессилле хĕрарăм-юрăçă" теççĕ. Паллах, лайăх енчен палăртас шутпа ĕнтĕ. Анчах та çапла калани вырăнлах мар пулас. Мĕншĕн-ха? Ма тесессĕн пурăна-киле татах та "маларахри" тупăнма пултарать. Ку пулма пултаракан япала çеç мар, чăнах та çапла. Акă пирĕн асра Токсина Анна Ивановна (1898-1985). Вăл Хусанти ун чухне "Хĕвелтухăç консерваторийĕ" тенĕ аслă мусăк шкулĕнче (1921-1922), Мускав консерваторрийĕнче (1922-1924) тата А.Я.Порубиновский патĕнче (1937-1939) вĕреннĕ. Ан тив, Анна Ивановна кĕсйинче консерватори дипломĕсем пулман пултăр, çапах та вĕреннĕ вĕт! Пĕр-ик çул çеç мар, пайтах! темиçе педагог патĕнче тата!
Зоя Павловна Селиванова капла та питĕ мухтавлă çын, ун çумне татах та мĕн те пулин пусарсах хушса хума кирлĕ мар.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |