Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Северсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Северсем (вт.-слав. сѣверо, сѣверъ, сѣверы) — VIII—XI ĕмĕрсенче хальхи Чернигов, Сума, Брянск, Курск, Белгород облаçĕсен территоринче пурăннă тухăç-славян[1] йăхĕсен пĕрлешĕвĕ. Археологире ăна ромен[2] тата волынец культурисемпе тан теççĕ[3].

Северсем
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ
Пурӗ: паллă мар
Десна, Сейма, Север Донецĕ тата Сула юханшывсен бассейнĕсем
Çухалнă Юлашки хутчен северсене 1024 çул тĕлнелле асăннă.
Археологи культури Волынец, Ромен, Авалхи вырăс
Чĕлхе Авалхи вырăс чĕлхи
Тĕн халăх тĕнĕ, православи
Расă тĕсĕ европеоидсем
Кĕрет  тухăç славянсем
VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче славянсем вырнаçнă çĕрсем.

Этноним

тӳрлет

Север(сем) ят епле пулса тухни паллă мар.

М. И. Артамоновран вĕреннĕ Л. Н. Гумилёв шухăшĕпе[4], северсем — славянсемпе хутăшнă суварсем.

Валентин Седов, паллă архелог-славист версипе, вĕсем скиф-сармат кăкĕнчен тухнă, «хура» иран сăмахĕнчен[çăлкуç?] пулса кайнă, çакна северсем никĕсленĕ Чернигов хула паăртать, çаплах çак шухăша Сейм тата Десна (Сейм, Сев, Ропша, Амонь, Тускарь, Нетхарь, Апажа, Хорол, Хоропуть, Эсмань т. ыт.) иран гидронимĕсем çирĕплетеççĕ. Сейм (ав.-выр. Семь) юханшыв ячĕ çапла «тĕксĕм» юханшыв пулать (танлаштар: авест. syāma- тата ав.-инд. śyāma- «тĕксĕм»). Сев юханшыв ячĕ те, пулас, Иранран килнĕ темелле — танл. авест. syava- «хура», ав.-инд. syava- «хура-хăмăр, турă, тĕксĕм» тĕссем. Вара çапла пулсан, Сев сăмаха «тĕксĕм, хура (юханшыв)»[5] теме юрать.

Виççĕмĕш версипе, çак ят авалхи славянсен «хурăнташ» сăмахран пулса кайнă[6].

В. П. Кобычев каланипе, анăçри е кăнтăрти славян çĕрĕсенчен куçса килнĕ тухăç славянсен север йăхĕ пулать. Çав ятлах славян йăхĕ VII—X ĕмĕрсенче было известно на правом берегу нижнего анатри Тăнайăн сылтăм çыранĕнче (хальхи Пăлхари территоринче) пурăннă[7]. Пăлхарсем Балкана пырса кĕриччен Фракири славян йăхĕсенчен çурçĕр енне йышăннă, каярах вĕсем VIII ĕмĕрте Польшăра тата Тăнăварăн сулхай çыранĕнче пурăннине[8] ăсчахсем Тăнай лешьенчи северсем çурçĕрелле тата çурçĕр-тухăçалла куçса кайнă тесе ăнлантараççĕ.

М. Фасмер шутланипе, тухăç славянсем хальхи Беларуç çĕрĕ урлă Новгорода çити территорие йышăниччен, северсем Фракири чи çурçĕрти йăхĕ пулнă (Фасмерăн этимологи сăмахсарĕ). Çав хушăрах, В. Н. Топоровпа О. Н. Трубачёв шухăшланипе, йăх ятне тĕнче енĕпе çыхăнтарни иккĕмĕшле çеç[9].

Антропологи

тӳрлет

Северсем ытти славянсен уйрăлса тăнă (сăмахран, древлянсенчен) хĕсĕк питпе тата долихоцефалипе[10]. Псёл юханшывĕ (Мăн Горналь хулашĕ) çинчи çăвасене тĕпчесен, северсем вăтам тата вăрăм пуçлă, вăрăм та мăн сăмсаллă, рельефлĕ питĕ те çинçе шăмăллă европеоидсем пулнине кăтартнă. Север арĕн çӳллĕшĕ вăтамран 167,4 см, аман çӳллĕшĕ — 157,3 см, çапах та вăрăм (180 ытла см) çынсен виллисене тупнă. Арçынсем вăтамран 39,1 çул, хĕрарăмсем — 33,6 çул пурăннă, темелле[11].

В. В. Бунак вара северсем Вăтаçĕр тинĕс тĕсĕн элçисем пулнипе сардинсемпе пĕрпеккине палăртнă (Bunak, 1932). Северсем, антропологи енчен, В. В. Бунак шухăшĕпе, вăтаçĕр тинĕс расин турачĕ — понти — пулать[12].

1973 çулта Т. И. Алексеева антрополог монографи кăларнă, унта вăл малтанхи тĕпчев ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ, унченхирен чылайрах паллă антропологи материалĕсемпе усă курнă, çав шутра северсен антропологипе çыхăннă ыйтусене çутатса панă[13]. Автор северсене долихокранлă вăтам питлĕ тĕсе, радимичсемпе, дреговичсемпе тата смулен кривичĕсемпе (çавсен — купташка шăмми кăтартăвĕ: 71—73; пит шăмми анлăшĕ: 130—133; сăмса каçăрăннин кĕтесĕ: 27—30; сăмса кăтартăвĕ: 49—51) пĕрле кĕртет[14].

Çав. пекех

тӳрлет

Литература

тӳрлет
  • Алексеева Т. И. Этногенез восточных славян по данным антропологии. — М.: Издательство МГУ, 1973.
  • Голубовский П. В. История Северской земли до половины XIV в.. — К.: Университетская типография И. И. Завадского, 1881.
  • Григорьев А. В. Северская земля в VIII — начале XI века по археологическим данным. Тула, 2000.
  • Топоров В. Н., Трубачёв О. Н. Лингвистический анализ гидронимов Верхнего Поднепровья // Труды по этимологии: Слово. История. Культура. — М.: Рукописные памятники Древней Руси, 2009. — Т. 4. — ISBN 978-5-9551-0324-2.
  • Север // Этимологический словарь русского языка / авт.-сост. М. Фасмер ; пер. с нем. и доп. чл.‑кор. АН СССР О. Н. Трубачёва, под ред. и с предисл. проф. Б. А. Ларина [т. I]. — Изд. 2-е, стер.. — М.: Прогресс, 1987. — Т. IV.
  • Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия. — ISBN 978-5-85270-366-8.
  • Шпилев А. Г. Об эволюции южносеверянского головного убора с очельем и венчиком (конец X—XI в.) 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ. // Русский сборник. Вып.4 (Труды кафедры Отечественной истории древности и средневековья Брянского государственного университета им. Академика И. Г. Петровского. Вып.9). — Брянск: Изд-во ООО «Карат», 2008. Тираж 250 экз.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Северяне // Большой Энциклопедический словарь. 2000.
  2. ^ История Курского края. Между хазарами и древней Русью 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. // Сервер органов власти Курской области 2017 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Новые материалы к проблеме изучения славяно-хазарских отношений (по памятникам Северского Донца)
  4. ^ Гумилёв Л. Н. Тысячелетие вокруг Каспия. М., 1993, с. 143—144.
  5. ^ Топоров Трубачёв, 2009, с. 320
  6. ^ Седов В. В. Формирование славянского населения Среднего Поднепровья // Советская археология, 1972, № 4, с. 122—125
  7. ^ Кобычев В. П. В поисках прародины славян — Москва: Наука, 1973
  8. ^ Поляков, А. Н. В граде Игореве: Новгород-Северский в конце X — начале XIII веков / Под ред. д. и. н. И. Я. Фроянова. — СПб.: Изд. ист. ф-та СПбГУ, 2001. — 150 с. ISBN 5741006264
  9. ^ Топоров, Трубачёв, 2009, с. 320
  10. ^ Анти-Алексеева, или Почему вятичи не финно-угры. Часть 1.
  11. ^ Курский край в VIII-первой половине XI вв.
  12. ^ Алексеева, 1973, с. 4
  13. ^ Алексеева, 1973, с. 60
  14. ^ Алексеева, 1973, с. 67

Каçăсем

тӳрлет