Саратуштра (танкер)

«Зороастр»
[[Ӳкерчĕк:|295px|center|Капăрлату]]
Тĕп хыпар
Тип Юханшыв танкерĕ, парахут
Патшалăх Раççей Федерацин ялавĕРаççей
Харпăрçă «Бранобель» пайташлăх
Верфь "Линдхолмен-Мотала" фирми (Швеци)
Шыва антарнă 1878
Эксплуатацине кĕртнĕ 1878
Хальхи статус Пăрахнă
Параметрсем
Техника хыпарĕсем
Япала тиенлĕхĕ 250 т

"Саратуштра" танкер - металран (бессемер хурçинчен) тунă тĕнчери пĕрремĕш хăй тĕллĕ пăспа çӳревлĕ нефть турттармалли танкер (D=400 т, L=56 м, v=10 çых).

Кун-çулĕ

тӳрлет

Карапа 1877 çулта «Нобель тăвансен пайташлăхĕ» хушнипе Норрчёпинг хулин Линдхольмен верфĕнче (Мотала, Швеци) тунă. Авалхи Иранри кăвайта пуççапакан сăртăш тĕнĕн пӳлĕхçи ятне тивĕçтернĕ. 15 пин пăт (250 яхăн тоннă) яхăн япала турттарма пултарнăскер Бакуран Царицăнпа (халĕ Волгоград) Аçтăрхана кăраççин çитерме усă курнă.

1948 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче Апшерон çурутравĕнчен кăнтăр-хĕвел тухăçалла 42 çм, «Хура чулсем» шывай ту хысакĕ çине, геологсемпе буровиксен десанчĕ анать. Шыв çинчех пӳрт лартаççĕ, электростанци тăваççĕ, 1949 çулхи çĕртмен 24-мĕшĕнче тĕрĕслес тĕллевпе çĕре пăралаççĕ. Тепĕр çултан, 1100 метр тарăнăшĕнчен нефть пĕрхĕнсе тухать. «Хура чулсене» «Нефть чулĕсем» теме пуçлаççĕ. Чуллă вырăнта ятарласа 7000 гектарлă утрав сараççĕ. Тĕпне тĕреклеме шывай ту хысакĕн тĕлне кивĕ кирлĕ мар 7 карапа, çав шутра «Саратуштрана» та, путараççĕ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет