Сапсан (электропуйăс)

«Сапсан» (Velaro RUS) — УАО «РЧÇ» раççей чукун çулĕсенче усă курма туяннă Siemens AG компанин Velaro çемьине кĕрекен питĕ хăвăрт электропуйăс. Ятне кăйкăр-сапсанран (Falco peregrinus) илнĕ. «Сименс» компани ятарласа Раççей валли хатĕрленĕ[1][2]. «Раççей чукун çулĕсем» 276 млн евро парса 8 состав туяннă. Кунсăр пуçне, нимĕç Siemensĕ 30 çул хушши çак составсен техника тăрăмне пăхса тăмалли 354 млн евро хак тăракан контракт çырнса çирĕплетнĕ.[3].

Кун-çулĕ

тӳрлет

2005 ç. акан 11-мĕшĕнче Раççей Федерацин президенчĕ Владимир Путинпа Германи канцлерĕ Герхард Шредер тĕлпулăвĕнче РЧÇ ертӳçи Геннадий Фадеевпа Siemens пуçлăхĕ Ханс Шаберт пĕрле хатĕрлесе 300 км/сех хăвăртлăхпа (макс.) çӳрекен 60 электропуйăса Intercity-Express базипе тăвас пирки килĕшĕве çитнĕ; çак контракта €1,5 млрд. хакланă. Пуйăссене Раççейре ятарласа хута янă пĕрлĕ предприятире пуçтарма шутласа хунă.

Анчах та, РЧÇ президенчĕ ĕç вырăнне В. Якунин йышăннă хыççăн проектăн параметрĕсем чылаях улшăннă.

2006 çулхи çу уйăхĕн тĕлне контракт параметрĕсене тĕплĕнех палăртнă: 8 пуйăса кăна туянма шутланă, контракт сумми €600 млн. çити çеç чакнă. Раççейре тăвас çинчен пачах маннă[4][5].

Контракта пурнăçа кĕртме — 276 млн евро, техникăна пăхса тăрасси — татах 354,1 млн евро (Мускавран Санкт-Петербурга çитессине йĕркелеме 700 млн ытла евро кирлĕ пулать теççĕ). Вĕсемпе Санкт-ПетербургМускав йĕрĕ çинче 80-мĕш çç. варринчен ĕçленĕ хăвăрт ЭР-200 пуйăссене улăштармалла пулнă, 2010 çулта ĕнтĕ вĕсене МускавЧулхула йĕрĕ çинчи хăвăрт çитмешкĕн лартнă.

«Сапсан» медиа уçлăхĕнче

тӳрлет

2009 ç. раштав уйăхĕнче уçăлнăранпа «Сапсанăн» хăйĕн блогĕ тата Twitterти аккаунчĕ тĕвĕленет. Унсăр пуçне, Тетелре мультсериал тухать, унта тĕп сăнарĕ сăрланă Сапсанчик (РЧÇ çак медиакампанине тунине пĕлтерет[6]).

Фотографисем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
Статьясем
Видео

Шаблон:Октябрь чукун çулĕн фирма пуйăсĕсем