Сандркина Надежда Николаевна

Сандркина Надежда Николаевна, 1966-мĕш çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕ, Чăвашкассинче çуралнă. Халĕ вăхăтлăха АПШра пурăнать – Нью-Йорк çывăхĕнчи пĕр пĕчĕк хулара. Н.Сандркина – Раççейĕпе кăна мар, тĕнчипех паллă спортсменка. Вăл марафонка, вăрăм дистанцисене чупнă. Тăватă çул СССР сборнăй командинче пулнă.

Сандркина Надежда Николаевна
Пайăр хыпар
Арлăх: хĕрарăм
Тулли ят: Сандркина Надежда Николаевна
Гражданлăх: РФ
Ăстаçăлăх: марафон
Çуралнă вăхăт: 1966 çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Чăвашкасси ялĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Раççей

Биографи

тӳрлет

1966-мĕш çулхи чӳкĕн 3-мĕшĕнче Чăвашкассинче çуралса уснĕ. Халĕ Америкăра пурăнать. Хăй каласа пани[1]:

  Эпĕ Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче 1966 çулхи ноябрĕн 13- мĕшĕнче çуралнă. Эпĕ Олег тетерен 11 уйăх кăна кĕçĕн. Ун шкула кайма вăхăт çитсен эпĕ те хыççăн кайрăм. Анчах та мана илесшĕн мар. «Тепĕр çул килетĕн», – теççĕ. Эпĕ йĕрмĕшме пуçларăм, ман Олегпа пĕрле çӳрес килет тетĕп. З.А.Ильмендеева учительница вара: «Юрĕ, çӳретĕр. Кăштах вăхăт иртсен хăех пăрахать-ха», - терĕ. Эпĕ пăрахмарăм, Олегпа пĕрле пĕр класрах вĕренсе пытăм. 4-мĕш класа вара Çĕнĕ Улхаша кайма тӳрĕ килчĕ, пирĕн ялта пуçламăш шкул кăна. Тĕрĕссипе, шкулта чупма юратмастăмччĕ эпĕ, йĕлтĕрпе çӳреме çеç юрататтăмччĕ. 7-мĕш класра чухне 10-мĕш класра вĕренекенсене йĕлтĕ-рпе чупса иртсе каяттăмччĕ. 1983 çулта «Чăнлă поселокĕ – Аслă Нагаткин» трассăпа пĕрремĕш чупу (19 çухрăм) иртрĕ, эпĕ унта çĕнтертĕм. Шкултан вара 1-мĕш разрядпа тухрăм.  

Каллех хăй каласа пани:

  Автозаводская урамĕнчи техника училищине телеграфисткăна вĕренме кĕтĕм. Кунта мана физкультурăпа вĕрентекен Н.С.Крюков асăрхарĕ, ăмăртусене илсе çӳреме пуçларĕ. Ун чухне ман анне 39 çултах аттерен юлнăччĕ, вăл çамрăкла вилчĕ. Килте виçĕ ачаччĕ, анне фермăра ĕçлетчĕ. Мана хулара укçа-тенкĕ енчен питĕ хĕсĕкчĕ. Çавăнпа та класс ертӳçи мана шелленипе пулăшма шут тытрĕ, директор патне кĕрсе мана уйăхсерен 25 тенкĕ укçа тӳлеме ыйтса илчĕ. Тавах ăна çакăншăн! Ку маншăн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ. Эпĕ ун чухне «Авангард» стадиона тренировкăсене çӳреттĕ-мччĕ. Пысăк ăмăртăва мана чи малтан 1984 çулта Тутарстанри Ешĕлвар (Зеленодольск) хулине илсе кайрĕç. Унта РСФСР чемпионачĕ иртмеллеччĕ. Пăхатăп та – пурте пластик йĕлтĕрсемпе. Эпĕ кăна йывăçран тунипе. Ăмăрту вăхăтĕнче те пăтăрмахсем пулчĕç: хăвса çитсен иртсе каймашкăн çул памаççĕ, тепри ман ума ӳкрĕ те – эп ун çине пырса тăрăнса йăванса кайрăм. Пурпĕрех аптрамарăм, 5-мĕш вырăн йышăнтăм. Унтан область чемпионатĕ-нче çĕнтертĕм. Спорт маçтăрĕн кандидат нормине тултартăм. Мана çакăн хыççăн Ульяновск сборнăй командипе пĕрле Свердловска сбора илсе кайрĕç. Зарядкăна тухсан Пономарев тренер пĕр кĕтмен çĕртен мана çапла калать: «Сан йĕлтĕрпе мар, капла чупмалла. Эс Карпов тренер патне кай. Вăл сана кĕтсе тăрать». Николай Дмитриевичпа эпир 1986 çулта Гончаров урамĕнчи «Урожай» спорт обществинче тĕл пултăмăр. «О, хамăр ялсем! Ман патра крокодилсем те чупма тытăнаççĕ!»- терĕ вăл мана курсанах. Çапла пирĕн пĕрлехи ĕç пуçланчĕ. Пысăк ăмăртусене çӳреме тытăнтăмăр, вăрăм дистанцисене те чупрăм, Мускаври ММММ текен чупăва та хутшăнтăм. Эп лайăх результатсем кăтартма тытăнтăм – Карпов хăй те тĕлĕнсе кайрĕ. Мана РСФСР сборнăй командине кĕртрĕç. СССР чемпионатĕ-нче çамрăксен хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнтăм, çĕнтерӳçе 1 çеккунт çеç выляса ятăм. Адлерта командăпа марафонра çĕнтертĕмĕр. Ку вăхăтра эпĕ Ульяновскри çар училищинче ĕçлеттĕм, хĕç-пăшаллă вăйсемшĕн чупаттăм. Кăнтăрлаччен ĕçре, кăнтăр хыççăн тренировка. Ăмăртусене кайма нихçан та чарман мана, пулăшса кăна пынă. Çар тытăмĕнче эпĕ 14 çул пултăм, ман звани – кĕçĕн сержант.  

Малалла:

  Чи малтан Мексикăна марафона чĕннĕччĕ мана. Унта лайăх результат кăтартакансене тĕнче чемпионатне чĕнеççĕ терĕç. Çанталăк сивĕччĕ, старт час памарĕç, кĕтсе тăрса кӳтсе кайрăм эпĕ. 32 çухрăм чупнă хыççăн шăнăр туртма тытăнчĕ, урасем итлемеççĕ. Мана малтанах каланăччĕ: мĕнле йывăр пулсан та чупма пăрахмалла мар, вĕçне çитмелле. Тухса ӳксен тепрехинче ăмăртусене йыхăрмасса та пултараççĕ тенĕччĕ. Эпĕ çавăнпа чăтрăм! Шăла çыртса та пулин малалла чупрăм. Хамăн пĕтĕм вăях кăтартаймарăм та, çапах 14-мĕш вырăн йышăнтăм. 2003 çулта АПШри Кливленд хулинче шалкăм çумăр айĕнче чупса 2-мĕш вырăна тухрăм.

Тепĕр эрнерен каллех Америкăра 10 çухрăма чупма тӳрĕ килчĕ. Малта пыраттăмччĕ, анчах ăçталла чупмаллине арпаштарса урăх çулпа кĕрсе кайнă эпĕ. Акăлчанла ыйтма пĕлместĕп. Алăпа сулкалашса ыйтатăп, анчах мана никам та тĕрĕс çул кăтартмарĕ. Çапла вара эпĕ пăтрашнă вăхăтра мана Америка хĕрĕ иртсе кайрĕ, финиша манран 6 çеккунт малтан чупса çитрĕ.Тепĕр çул вара тӳ-рех каларăм: халь çулне пĕлетĕп ĕнтĕ, ку хĕре çĕнтеретĕпех! Мĕнех, çĕнтертĕм! Пуçĕнчех хытă чупма тытăнтăм – ун формине тĕрĕслес килчĕ. Сисетĕп – вăл йывăр сывлать. Аха тетĕп, паян ман кун! Америка хĕрне таçта инçете хăвартăм. Çакăн хыççăн ман портрета Америкăри пĕр журнал хуплашки çине пичетлерĕç.

 
   

Çитĕнĕвĕсем

тӳрлет

Чысĕсемпе хисеплĕ ячĕсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ НАДЕЖДА САНДРКИНА ПАТТĂРЛĂХĔ 2019 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçатран.

Каçăсем

тӳрлет