Садретдинов Аглям Киямович

Садретдинов Аглям Киямович, — Тутарстанри Пăва районĕн пуçлăхĕ. 1951 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕнче çуралнă.

Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ. «Ӗçри хастарлăхшăн» ордена тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1975 çулта Хусан ял хуçалăх институтне, 1990 çулта Саратоври аслă парти шкулне вĕренсе пĕтернĕ.

Нумай çул колхозсенче тĕп инженер пулса ĕçленĕ. 1992-1998 çулсенче Апас район канашĕн председателĕ, Апас район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă.

1998 çулта Пăва районĕн пуçлăхĕ вырăнне лартнă.

Авланнă, ывăлĕпе хĕрне ӳçтерет. Арăмĕ шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.